23 сентября 2009 г.
Иртнĕ эрнере Мăн Этмен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕсен "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ пулнă. Мероприятин тĕллевĕ – талантлă, пултаруллă учительсене тупса палăртасси, вĕсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарасси. Конкурсра педагогсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартма пултарнă. Çапла майпа, конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулнă: Мăн Этмен шкулĕнчи Н.Ермакова, Хĕрлĕ Чутайри В.Иванова, Çĕн Атикассинчи Е.Сюткина, Шулюри А.Васюкова.