АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Практикăпа медотика пулăшăвĕ

23 сентября 2009 г.

Район центрĕнчи тĕп библиотекăн специалисчĕсем ял тăрăхĕсенчи библиотекăсене ĕçлĕ пулăшу параççĕ. Сентябрь уйăхĕнче вĕсем графикпа килĕшÿллĕн Ачкасси вулавăшĕнче пулнă. Кунти Ольга Михатайкина библиотекарь Çĕр ĕçченĕн çулталăкне, Чечексен çулталăкне, А. Николаев космонавт летчик 80 çул тултарнине халалласа куравсем йĕркеленĕ. Кунтах ачасен кĕтесĕ те пур.

Тĕп библиотекăн библиографĕ И.Капитонова ял вулавăшăн базине çĕнĕ библиографи çырăвĕсем кĕртсе çĕнетнĕ. Çавăн пекех кĕнеке фондне, учет документацине, библиографи справкисен учетне тĕрĕсленĕ. А.Михеева библиограф вара О.Михатайкина каталогсемпе тата картотекăсемпе мĕнле ĕçленипе интересленнĕ.

Тĕп библиотека специалисчĕсемпе ял вулавăшĕнче ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытни, пĕр-пĕрне пулăшни вулакансен йышне ÿстерме пулăшĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика