23 сентября 2009 г.

Ял тăрăхĕсенчи çынсен хăйсен участок уполномоченнăйĕсене пĕлмеллех. Инкек сиксе тухас пулсан халăх чи малтан унран пулăшу кĕтет-çке. Право йĕркине хÿтĕлекен вара çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать.
Акă, Николай Александрович Стекольщиков Хусанушкăнь ял тăрăхне кĕрекен 7 ялта пурăнакансен канлĕхне, унти урамсенчи лăпкăлăха 5 çул ĕнтĕ сыхлать. Çав хушăра вăл вырăнти çынсене палласа çитнĕ, вĕсен шухăш-кăмăлне аван пĕлет. Вырăнти халăха ал тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре самаях пулăшса пырать. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех.
Николай Александрович тĕл пулса калаçнă май, вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ виçĕ çемьене учета илнĕ. Вĕсем пурте Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче пурăнаççĕ, вĕсенче пурĕ 9 ача. Мĕнпе палăрнă-ха çаксем; Паллах, ĕçке ярăннипе. Ашшĕпе амăшĕ эрехпе туслашнăран çемьере канлĕх çук. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем, участок уполномоченнăйĕ, педагогсем, ыттисем те çак çемьесене асăрхасах тăраççĕ. Хальлĕхе çав-çавах усси сахалтарах теççĕ.
Территоринче судпа айăпланнă тăватă çын учетра. Условнăй майпа ирĕке кăларнă пĕр арçын уйрăм тимлĕхре. Тепĕр хут суд тенкелĕ çине ларасран вĕсене милици капитанĕ асăрхаттарса-сăнаса тăрать .
Сăмакун сутакансене хирĕç вичкĕн кĕрешеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 5 хĕрарăма (Хусанушкăнь, Сĕнтĕкçырми, Тури Çĕрпÿкасси ялĕсенчи) алран ярса тытнă – кашнине 2 пин çурăшар штрафланă. Каласа хăвармалла, уйрăмах Тури Çĕрпÿкассинчи хĕрарăмсем «килти завода» хытах ĕçлеттереççĕ иккен. Тен, çавăнпах кунта пурăнакансем ĕçке ярăннă. «Вĕренĕн те вĕçĕ пур», – теççĕ. Малашне эрехпе сутă тăвакансен 5 пин тенкĕрен пуçласа тата ытларах та укçа кăларса хума тивĕ.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче килте «вăрçă» çĕклекен арçынсем те сахал мар. Кăçал Хусанушкăнь, Тракушкăнь, Сĕнтĕкçырми, Тури Çĕрпÿкасси, I Хурашаш ялĕсенчи çемьере харкашу çĕкленĕ «пăхаттирсем», мăшăрĕсене хĕненĕшĕн, шалти ĕçсен пайĕн вăхăтлăх ирĕк прависĕр хăвармалли вырăнтан ларса тухнă. Халĕ вĕсене учета илнĕ ĕнтĕ.
Кăçал кунта Тихăнушкăнь йĕтемĕ çинчен тырă акмалли машинăсен двигателĕсем, кабель «ураланнă». Участок уполномоченнăйĕ ют пурлăха хапсăнакансене тăрă шыв çине кăларассипе тăрăшать. Преступлени пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.
Николай Александрович ялти урамсенче тирпей-илем хуçалантăр тесе те сахал мар ĕçлет. Кил хуçисене тавралăха çÿп-çапран тасатса тăмаллине тăтăшах аса илтерет.
Юлашкинчен çакна калас килет. Участок уполномоченнăйĕсем граждансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн вăй хураççĕ. Çавăнпа çынсен киревсĕр ĕçсене асăрхасан шалти ĕçсен пайне е вырăнти участок уполномоченнăйне пĕлтерме хăраса тăмалла мар. Ун чухне преступленилле ĕçсене уçса пама татах та çăмăлланĕ.