23 сентября 2009 г.
Çемьери харкашу
Арăмĕпе упăшки, пĕр тăвансем, кÿршĕсем хушшинчи хирĕçĕве ырламалла мар паллах. Пĕтĕмпех ĕçке пула вăрçăнатпăр, пĕр-пĕринчен сивĕнетпĕр. Акă, Урикассинчи К.-сен çемйинче лăпкăлăх çукрах. Çемье пуçлăхĕ ÿсĕрле мăшăрĕпе хĕр пĕрчине канлĕ пурăнтармасть. Хĕрарăм çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем те чылай. Çакă çемье пуçлăхне чап кÿмест, мĕскĕнлетет çеç. Çавăн пекех Чурпай ялĕнчи пĕр тăвансем, пиччĕшĕпе шăллĕ, эрех сыпсан хирĕçеççĕ. Халĕ вĕсен ĕçне миравай судра пăхса тухĕç.
Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Çĕн Ирчемес ялĕнчи икĕ хĕрарăм çапăçни палăрнă. Хăш чухне Кив Атикассинчи каçхи барта та лăпкă мар. Пĕррехинче унта арçынсен ушкăнĕ пĕр-пĕрне «чышкăланă». Унтан пĕрне район центрĕнчи больницăна леçнĕ.
Хĕрлĕ Чутай салинчи Э.-пе Н.-сен çемйисем ниепле те килĕштереймеççĕ. Çак таранччен юнашар пурăнса та вĕсен пĕр-пĕрин хушшинче пайламалли тупăнсах тăрать. Тепĕр кÿршĕсем тăванран та çывăх, туслă пурăнаççĕ. Милици ĕçченĕсем вĕсен хирĕçĕвне татса парĕç-ши;
«Салам» хăна çуртĕнче
«Салам» хăна çурчĕн ячĕ питĕ кăмăла каять. Унта пурăнакансем çав тери кăмăллă çынсем пек туйăнаççĕ. Анчах кунта та çапăçусем пулаççĕ иккен. Пĕр И. мĕне тăрать – хирĕç чĕнекене тÿрех ĕнсерен тытать. Сентябрь уйăхĕн пĕр кунĕнче ирех унăн кăмăлне пăсакансем тупăннă. Вăл арçынсене хăвăрт ăса вĕрентсе илнĕ. Унтан пĕринне 800 тенкĕ укçа, тепринне телефон туртса илнĕ. Халĕ «паттăрăн» преступленилле ĕçĕсене миравай суд татса парĕ.
Вырăн таврашĕ илĕртнĕ
Кун пек çарату çинчен сахал илтетĕн. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Шулюри пĕр ватă арçын тăр кăнтăрла теприсен пÿрт алăкне çĕмĕрсе саккунсăр шала кĕнĕ. Мĕн илĕртнĕ тетĕр мучие; Вырăн таврашĕ çине куç хывнă çакскер. Халĕ унăн çакăн пек хăтланушăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ.
Курайманлăх-ши;
Пĕр-пĕрне ăмсанни, çав сăлтавпах пĕри теприне сăтăр кÿни те тĕл пулать. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинчи Т. гражданин такампа килĕштереймен-ши; Сентябрĕн 20-мĕшĕнче паллă мар çын унăн çăмăл автомашинин тăватă урапине те шăтарса хăварнă. Техника мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши;
Кăмпана
кайнă та...
Вăрмана кайсан, каялла тухма пĕлмесен пысăк инкек кĕт. Çакăн пек тĕслĕх сентябрĕн 18-мĕшĕнче Штанаш ял тăрăхĕнчи Вăрманкасра пулнă. Çав кун виçĕ кинемей кăмпана тухса кайнă. Çÿресен-çÿресен 1931 çулхи кинемей куçран çухалнă. Ватă çыннăн хăлхи витĕрех пулман. Тус-тантăшĕсем кăшкăрса чĕннине илтмен. Йĕрке хуралçисем, тăванĕсем ватă çынна халĕ те шыраççĕ. Вăт сана кăмпа. Вăрмана кайсан пĕр-пĕринчен пачах уйрăлмалла марри çинчен манма юрамасть.