АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне ларсан тимлĕ пул, водитель!

23 сентября 2009 г.

Çул çине тухсан водителĕн хăйĕн пирки анчах мар, çынсен хăрушсăрлăхĕ пирки те шухăшламалла. Пĕлсех-çке вĕсем çул-йĕр правилисене пăсаççĕ. Акă, çак уйăх пуçламăшĕнче Е. водитель каçпа ВАЗ-2109 автомашинăпа Мăн Этменте кювета чăмнă. Унпа ларса пынă пассажир суранланнă. Авари сăлтавĕ – водитель руль умĕнче кĕсье телефонĕпе калаçса пынинче.

Нумай пулмасть ГИБДД сотрудникĕсем ир-ирех «Сура» автоçул çинче Атнарти водителе тытса чарнă. Ÿсĕрскер, кабинăра пассажирсем те пулнă, асфальт çул çинче «паттăрланса» çÿренĕ. Пуçтаха суд тенкелĕ кĕтет.

Хĕрсемпе хĕрарăмсене руль умĕнче курма хăнăхрăмăр. Вĕсем те тимлĕхе çухатаççĕ. Çакăн пек авари сентябрĕн 20-мĕшĕнче кăнтăрла «Хĕрлĕ Чутай-Питĕркасси-Вишенер» автоçул çинче пулнă. Д. çăмăл автомашинăна парăнтарайман – кювета чăмнă. Пассажирсем (пурĕ виççĕн) суранланнă. Çĕнĕ техника та лапчăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика