23 сентября 2009 г.
Кăçалхи август уйăхĕнче район прокуратурине "Çĕвĕ фабрики" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсенчен коллективлă çăхав çитрĕ. Ăна тĕрĕсленĕ май прокуратура çакна палăртрĕ: çак организацире тăрăшакансем 2009 çулхи январь уйăхĕнчен ĕç укçи илмен. Лару-тăрăва уçăмлатма унăн ертÿçине чĕнсе илтĕмĕр. Вăл каланă тăрăх, хальхи вăхăтра организацишĕн йывăр тапхăр, çавна май халăха ĕç укçипе тивĕçтерме май çук. Анчах та кун пек лару-тăру ĕçченсене шалу тÿлеме чăрмав кÿме пултараймасть.
Сăмахран, Г. январь уйăхĕнче кочегарта ĕçлеме пуçланă. Темиçе уйăх тăрăшнă пулин те, ăна пĕр пус та паман. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пынă, организаци пÿлĕмĕсенче кирлĕ пек температура тытнă. Çак тĕллевпе хăш чухне хăйĕн укçи-тенкипе те усă курнă. Шел пулин те, çакăншăн унпа никам та татăлман, хăйне вара ĕçрен кăларнă.
Район прокуратури çÿлерех асăннă йышши ыйтусене тĕплĕ тишкерет. Çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе çирĕп мерăсем йышăнать. Ку тĕлĕшпе те прокуратура граждансен ячĕпе суда ĕç укçи тÿлемелли пирки заявлени çитернĕ. Кунпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитетне РФ Уголовнăй Кодексĕн 145.1 статйин 1-мĕш пайĕпе ("Ĕç укçи тÿлеменни") палăрнă преступление уçса пама материал ярса панă.
Ĕçченсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе район прокуратури малашне те тимлĕ ĕçлĕ.