23 сентября 2009 г.
2009 çулхи август уйăхĕнче эпир Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă çынсенчен коллективлă çăхав илтĕмĕр. Пĕлтернĕ тăрăх, икĕ уйăха яхăн вĕсене кирлĕ виçепе ĕç укçи тÿлемен. Ĕç законодательствипе тата ĕç килĕшĕвĕ тунă тăрăх çакă саккуна тÿрремĕнех пăсни шутланать.
Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн граждансемпе укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен татăлнă. Çавна май район прокурорĕ суд хушăвĕн заявленине каялла ыйтса илнĕ. Çапах та РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе административлă право йĕркине пăснине палăртнă. Çапла вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ячĕпе ĕç пуçарнă.
Ĕçшĕн граждансене туллин тÿлемелле. Çĕршывра çур хакпа е тÿлевсĕр ĕçлессине пĕтернĕ. Çакна кашни ертÿçĕн асра тытмалла.