26 сентября 2009 г.
Ирина Михайловнан ĕç стажĕ пысăках мар. Апла пулин те çитĕнĕвĕсем пысăк. Çакна вăл ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнипе хаклама пулать. Çамрăк, ĕçчен воспитатель ачасенче çынлăх, кăмăл-сипет, гуманизм пахалăхĕсене хывма тăрăшать. Унăн чăтăмлăхĕнчен, ăсĕнчен, ыр кăмăллăхĕнчен ачасен пуласлăхĕ килнине аван пĕлет. Çавăнпа та хăйĕн чĕрин пĕтĕм ăшшине пепкесене пама тăрăшать.
Паянхи кун вăл шкулта вĕренме хатĕрлекен ушкăнпа ĕçлет. Ку ĕнтĕ воспитанипе вĕрентÿ процесне инновацилле педагогика технологийĕсене кĕртме ыйтать. И.Абакумова çакна ăша хывса занятисенче компьютер технологийĕпе анлă усă курать. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси пĕртен-пĕр хăйĕнчен килнине ăнланса шкул çулне çитнĕ ачасен чĕлхине аталантарассипе, вĕсене грамматикăна вĕрентессипе тимлет. Ÿнер тĕнчипе те çывăх паллаштарать. Тĕпренчĕксене таврари илемлĕхе курма вĕрентес тĕллевпе вĕсене аппликацисем тума хăнăхтарать. Пур енлĕ маттур воспитатель ачасене мĕнпе кăсăклантармаллине аванах ăнкарать. Çав хушăрах дисциплина, йĕрке пирки те манмасть. Шкул çулне çитнисенче шăпах ĕçченлĕхе, тÿсĕмлĕхе аталантармаллине шута илет. Анчах та йăрă та правур, ларма-тăма пĕлмен шăпăрлансене çемçен, йăлăхтармасăр, вăйă формипе йĕркелĕхе вĕрентессине воспитательсĕр пуçне никам та лайăх пурнăçлаймĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупнă Ирина Михайловна, пепкесемшĕн вăл – тĕслĕх.
– Ачасене юратнипех пурнăçа çак профессипе çыхăнтартăм, – сăмах çăмхине сÿтет воспитатель. – Тĕрĕсрех каласан, ачасене юратман çын ку ĕçре ĕçлеймест. Воспитатель професси çеç мар вĕт-ха, вăл çыннăн чун туртăмĕ, уншăн ют ача пулмалла мар.
"Пилеш" ача садĕнче И.Абакумована ырăпа хаклаççĕ. Сăпайлăскер, çитĕнĕвĕсем пирки калама именсе тăрать. Вăл ушкăнти ачасемпе "Ачасен куçĕпе – симĕс тĕнче" , "Эпĕ – тĕпчевçĕ" конкурссен Пĕтĕм Раççейри тапхăрне хутшăннă. "Хĕвел" ача-пăча порталĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ, шăпах кунта унăн воспитанникĕсем çĕнтерÿçĕсем пулнă. Кăçал районти "Светофорик" конкурса хутшăнса "Чи лайăх ача-пăча агитбригади" номинацире çĕнтернĕ. Район шайĕнчи "Всезнайка" электронлă презентацинче "Чи оригиналлă дизайн" номинацие çĕнсе илнĕ.
Пĕчĕк çеç ачаран чăн-чăн çын ÿстересси воспитательтен нумай килет. Малашне те сирĕн ырă кăмăллăхăр, педагогика пултарулăхĕ ача садĕнчи кашни куна телейпе савăнăç кÿтĕр.