АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак профессие суйланăшăн ÿкĕнместĕп

26 сентября 2009 г.

Эпĕ хамăн пурнăçа воспитатель ĕçĕпе çыхăнтартăм, çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Хăшĕ-пĕри садикре ача пăхакан пулса ĕçленĕшĕн, тен, кулать те пулĕ, тепри сивлесе пуçне сулĕ те: "Ĕç тупнă вара хăвна валли...", – тесе калĕ. Эпĕ вара хамăн ĕçе, чăн та, питĕ юрататăп. Эпĕ темиçе теçетке хут та калама хатĕр: çак ĕçре манăн пурнăç, ку манăн шăпа. Хам суйласа илнĕ професси мĕн тери сăваплă пулнине ачан куçĕсем эсĕ мĕн каланине шанса, кăсăкланса пăхнине курсан, санран тухакан кашни сăмаха ĕненсе итлесен уйрăмах туйса илетĕп. Çавăн чухне тата тарăнрах ăнланатăп: эпĕ вĕсене кирлĕ, эпĕ вĕсемшĕн пĕтĕм тĕнче.

Ача садĕнче нихăçан та тунсăхлă пулмасть: кашни кун тенĕ пекех е тĕрлĕ хыпар, е çĕнĕ çитĕнÿ... Пĕр кун та мыскарасăр иртмест тесе те калас килет. Чăннипе каласан, эпир, воспитательсем, ачасемшĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче. Мана курсан пепке ача садне савăнăçлă утни, макăрмасăр хăйĕн аллине тăсни çав тери паха. Каçхине вара киле каяс умĕн: "Эпир паян пĕрле мĕнле хаваслă вылярăмăр", – тени те кăмăла хăпартлантарать, малалла та чуна парса ĕçлеме вăй-хăват хушать. Ачасен пулас характерĕн хунавĕсене хывса хăварма, вĕсене хăвăн юратăвна парса хавхалантарма, шăпăрлансене пĕтĕм чĕре ăшшине пама çав тери лайăх-çке. Вĕçĕ-хĕррисĕр "ăçта; хăçан; мĕншĕн;" ыйтусем те йăлăхтармаççĕ, пачах урăхла, вĕсем сана япăххине пĕтĕмпех мантараççĕ, яланах çамрăклăх туйăмне парса тăраççĕ. Эпĕ воспитатель пулнине туйса пурăнма тем тесен те питĕ аван.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика