26 сентября 2009 г.
Сысна çурин пĕрремĕш апачĕ, паллах, амăшĕн сĕчĕ. Вăл унăн чир-чĕрпе кĕрешекен минераллă иммунитетне ÿстерет. Çавăнпа çурана тÿрех амăшĕ патне ямалла.
5-6 кунран ытти апата хăнăхтарма тытăнăр. Çура савăтран хăех çиме пуçласса ан кĕтĕр, хăвăр пулăшăр. Савăта ĕне сĕчĕ е турăх ярăр. Вăл унăн вар-хырăмĕшĕн те сиплĕ. Турăха çапла хатĕрлемелле. Хăймасăр сĕте 30 минут хушши 85-95 градус чухлĕ ăшăтмалла, кайран 35-40 градус таран сивĕтмелле. Унтан ăшă вырăна 5-8 сехетлĕхе йÿçĕтме лартмалла. Сĕт е турăх валашкара хăвăрт пăсăлнăран ытлашши ярса ан парăр. Валашкана тăтăшах çăвăр, вĕри шывпа ислетĕр.
Çавăн пекех çак тапхăрта çурасене минераллă апата хăнăхтармалла. Ăна уйрăм валашкара парăр. Вăл темиçе уйрăмра пулсан аванрах. Пурă, йывăç кăмрăкĕ тата хĕрлĕ тăм хума пулать.
10-12 кунран рациона сĕлĕ тата урпа пăтти кĕртмелле. Ăна хăймасăр сĕт çине ярса памалла. Майĕпен пиçнĕ çĕр улмине хăнăхтарăр. Теркăланă кишĕр, вĕлтрен, пăрçа авăрĕн çулçине памалла.
Çакна асра тытмалла. Амăшĕпе çурисене кашни кунах уçăлма кăлармалла. Вырăнне таса тытмалла. Ăратлăх хăварман аçанне 2-3 эрнерен çăмартине кастармалла.
Сывă та тĕреклĕ сысна ама çăвăрĕ 20-22 кг туртмалла. Вăл çавăн чухлĕ тайтăр тесен амăшĕн сĕчĕсĕр пуçне ĕненне – 5-6 литр, хăймасăр сĕт – 12-15 литр, концентрат хутăшĕ – 16-18 кг, тымар çимĕçпе çĕр улми – 10-13 кг, курăк çăнăхĕ – 2-2,5 кг, тăвар – 0,3 кг, пурă – 0,4 кг çитермелле.
Çурасене амăшĕнчен уйăрасси – чи яваплă тапхăр. Унччен 3-4 кун маларах çурасене амăшĕ патне сахалтарах ярăр. 5-мĕш кунне талăкра пĕр хутчен кăна ĕмĕртмелле. Амана сĕтеклĕ апат сахалтарах парăр. Сĕчĕ чылай ан антăр.
Чи малтанах сывă та тĕреклĕ çурасене уйăрмалла. Тепĕр 10-12 кунран – ыттисене. Нишлĕреххисене ытларах та ĕмĕртме юрать.
Уйăрнă сысна çурисене хăйсем пурăннă çĕртех хăварсан аванрах. Амине кăна урăх çĕре куçармалла.
Эсир 3-4 эрнери çурана туяннă пулсан, ăна çутă та типĕ ăшă вырăна ярăр. Ветеринара прививка тутарăр. Апатне тăтăшах çитерĕр. Выçă ан тăратăр. Выçă çура кÿпĕничченех çиме пултарать. Ун пек чухне вар-хырăмĕ пăсăлать, чирлесе каять. Туяннă çура валли апат ытларах кирлĕ. Икĕ уйăха çитиччен унăн ĕне сĕчĕ – 12-15 л, хăймасăр сĕт – 20-22 л, концентрат хутăшĕ – 14-16 кг, çĕр улмипе тымар çимĕç – 13-15 кг, курăк çăнăхĕ – 2,5-3 кг, тăвар – 0,3 кг, пурă – 0,4 кг çимелле.