АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулапа ял ĕçченĕсене пулăшмалла

26 сентября 2009 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров иртнĕ тунти кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов республикăн 2010 çулхи бюджечĕн проектне хатĕрлесси вĕçленсе пыни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май республика пуçлăхĕ промышленноç предприятийĕсене, аграри секторне, строительство отрасльне пулăшас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă, çакă вĕсен йĕркеллĕ ĕçне тивĕçтерме кирлĕ, çапла тумашкăн майсем пур.

Промышленноç сферинчи пысăк проектсене мĕнле пурнăçлани çинчен Промэнергомин ертÿçи Юрий Волошин каласа панă. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта акрил ваннăсем кăларакан завод тата хĕвел батарейисем тăвакан предприяти çĕкленеççĕ, ку çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, мĕн пур шайри бюджетсене кĕрекен укçа-тенкĕ виçине ÿстерме май парĕ. «Ĕçсен палăртнă графикĕсене çирĕп пăхăнмалла», – тенĕ Президент.

Республикăри çĕр ĕçченĕсем лайăх тыр-пул çитĕнтернĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улмин тата тĕш тырăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулмалла. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта «Кĕр парнисем-2009» ярмăрккăсем йĕркеленĕ, унта ял çыннисем хăйсем çитĕнтернĕ продукцие сутма, хула çыннисем пысăк мар хакпа экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç туянма пултараççĕ. Чăваш Енре кĕрхи культурăсене акса пĕтернĕ. 8 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ÿсĕм палăрать.

Иртнĕ кану кунĕсенче республикăра Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕн – «Нацисен кросĕн» тапхăрĕсем иртнĕ. Пуçласа ăмăртусене унчченхи пек Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăна мар, Чăваш Енĕн мĕн пур хулипе районĕнче ирттернĕ. Физкультура, спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, старта чупма юратакан 35 пин ытла çын тухнă. «Кăтартусен ÿсĕмĕ курăмлă. Кунашкалли спортра çеç мар, ытти енĕпе те палăрмалла», – тенĕ Президент ку информаци тĕлĕшпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика