АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçшăн тăрăшса

26 сентября 2009 г.

Тăпра пулăхне лайăхлатни, пысăк тухăç паракан сортсене акни, çĕр ĕç культурине çĕнетни, уй-хир ĕçĕсене агротехника хушнă пек çÿллĕ шайра туса пыни вăйлă тыр-пул пухса кĕртме май парать. Çакна "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçисем лайăх ăнланаççĕ. Акă, хуçалăх иртнĕ çул туяннă 5 тонна элита "Эльф" урпана çуркунне акса хăварнă. Унăн тухăçĕ гектар пуçне 20 центнер ытла тухнă. Нумай пулмасть çак сорта ЧР "Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕнче 340 центнер тĕрĕслеттернĕ. Пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăх пĕтĕмпех кондицие ларать.

Çитес çулхи çур акинче кооператива пурĕ 1087 центнер вăрлăх кирлĕ пулать. Ял ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисене пухса кĕртнĕ вăхăтрах ăна çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. 5820 центнер "Лада" çурхи тулăна, 650 центнер сĕлле ака стандартне çитернĕ. Халĕ вăрлăх кĕлетре упранать.

– Иккĕмĕшхурашашсем паха вăрлăхшăн тăрăшни савăнтарать, – терĕ "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А.Барышникова. – Вĕсем вăрлăха çĕнетсе пыни пысăкрах тухăçшăн кĕрешнине кăтартса парать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика