АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиадăран – 5 медальпе

26 сентября 2009 г.

Спартакиадăран – 5 медальпе

Нумай пулмасть Шупашкарти «Спартак» стадионра республикăри суд ĕçченĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Унта район сучĕн команди (капитанĕ Ю.Михайлов) пысăк ушкăнпа хутшăннă, лайăх кăтартусемпе таврăннă. Акă, волейболла выляссипе хĕрлĕчутайсем пурне те парăнтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. А.Ермолаевапа Ю.Михайлов дартс енĕпе кĕрешсе чи нумай очко пухса çĕнтернĕ. Е.Сорокина 100 метр çуран чупса хăйсен ушкăнĕнче пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех Ю.Михайлов 800 метрлă дистанцире 40-50 çулхисем хушшинчи кĕрешÿре финиша иккĕмĕш çитнĕ. Тепĕр кĕрешÿре, кире пуканне тăршшĕне перессипе, Юрий Иванович чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

Çапла майпа район сучĕн ĕçченĕсем спартакиадăра тĕрлĕ енĕпе тупăшса республикăри хула-районсенчен пухăннă 20 команда хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Района пилĕк медальпе таврăннă.

Район судĕнче тăрăшакан спортсменсене çĕнтерÿ тунă ятпа саламлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика