30 сентября 2009 г.
Иртнĕ эрнере Николай Федоров Президент Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Республика ертÿçи савăнăçлă лару-тăрура акрил ваннăсем кăларакан пулас завод никĕсне капсула хывма хутшăннă. 68 млн евро чухлĕ инвестици хывакан пысăк проекта Испанири Roca Group концерн пурнăçа кĕртет. Республика территорийĕнче виçĕ объект çĕклеме палăртнă: акрил ваннăсем, санитари керамики кăларакан заводсем тата логистика центрĕ. Çавна май Чăваш Енре лайăх ĕç укçиллĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ пулĕ.
"Республика Президенчĕпе Правительстви пулăшнипе инвестици программине ăнăçлă пуçлама май килчĕ. Пирĕн проект лайăх тĕслĕх пуласса, Чăваш Ене ют çĕршывсенчен çĕнĕ инвесторсем илсе килме пулăшасса шанатăп", – тенĕ "Керамика" ООО генеральнăй директорĕ Жорди Батльо. "Тĕнчери тата çĕршыври кризис условийĕсенче сумлă компани XXI ĕмĕр стандарчĕсемпе килĕшсе тăракан завод строительствине пысăк инвестици хывать. Ку пирĕн республика интереслĕ, илĕртÿллĕ пулнине, бизнес представителĕсем ăна шаннине çирĕплетет", – палăртнă Н.Федоров.
Унтан республика пуçлăхĕ "Химпром" АУОра "çÿхе пленка" технологийĕн никĕсĕ çинче хĕвел модулĕсен производствине хута ямалли проекта пурнăçлас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Раççей экономикин çĕнĕ отраслĕ – хĕвел энергетики – çуралнине çирĕплетме тивĕç предприятие Çĕнĕ Шупашкарта Раççейĕн нанотехнологисен корпорацийĕпе "Ренова" компанисен ушкăнĕ хушшинчи килĕшĕве тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Ăна тума уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи – 20 млрд тенкĕ ытла. Унсăр пуçне наука тĕпчев центрне йĕркелеме 1,2 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Вăл Иоффе ячĕллĕ Физикăпа техника институчĕпе пĕрле хĕвел модулĕсен тухăçлăхне ÿстерес енĕпе ĕçлĕ.
Паянхи кун тĕлне пĕрлехи предприяти – Nano Solap Technology Ltd компани – йĕркеленĕ, 12 млрд яхăн тенкĕлĕх оборудовани илсе килме килĕшÿ тунă, инженери инфратытăмне проектлама, строительство ĕçĕсене пурнăçлама подрядчиксемпе субподрядчиксене суйлаççĕ, хатĕр продукцие Германире, Испанире, чикĕ леш енчи ытти çĕршывра, çавăн пекех Раççейре сутассине хăй çине илекен Avelar Energy Group компанипе калаçса татăлнă. "Хĕвел лапамне" йĕркелемелли тĕп тата хушма производствăсенче 1300 ытла ĕç вырăнĕ пулмалла.