30 сентября 2009 г.
Ватлăх кунĕсем çитрĕç. Тухса çÿрейместпĕр, çынсемпе курса калаçаймастпăр. Çапах тунсăхлама вăхăт çук. Кăçал пирĕн пата тăвансем Мускавран, Украинăран, Якутирен, Шупашкартан, Хабаровск крайĕнчен килчĕç. Вĕсемпе курса чунтан калаçни пурăнас кăмăла çĕклерĕ, вăй-хăват хушрĕ. 5 çулхи Влада пурнăçа илемлетрĕ, киле тултарчĕ, савăнтарчĕ. Пурте хамăр телее туйрăмăр. Çуллахи кунсенче пирĕн вĕренекенсем кĕрсе тухаççĕ. Август уйăхĕнче Утаркассинче çуралса ÿснĕ техника наукисен кандидачĕ Владимир Андрианов подполковник кĕрсе курчĕ. Вăл Мишеркассинчи шкул коллективне ырăпа асăнчĕ, тав сăмахĕ каларĕ, асăнмалăх Юхма Мишши çырнă «Древние булгары-чуваши» ятлă кĕнекене шкула парнелеме сĕнсе хăварчĕ.
Надя Чарланова шкулта вĕреннĕ чухнех пирĕн пата телевизор пăхма, кĕнекесем илме çÿретчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл кукам ятне илтнĕскер Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Яла килсен кĕрсе тухмасăр иртмест. Ку хутĕнче вăл шкул музейĕ валли экспонатсем илсе килчĕ. Самаях калаçса лартăмăр. Надя савăнсах хăйĕн мăнукĕсемпе суйлава кайни, каток çине конькипе ярăнма çÿрени çинчен каласа пачĕ.
Халăха социаллă пулăшу паракан районти центр директорĕ Маргарита Глуховапа Раиса Шехрейкина специалист пирĕн пата килсе курни, ватăсен пурнăçĕпе интересленни савăнтарчĕ.
Уйрăмах «Дар-Бройлер» обществăн директорĕ Николай Лисаев пире килсе курма вăхăт тупни тĕлĕнтерчĕ. Тата вăл пушă алăпа килмен. Эпир пилĕк чăхă усранине пĕлсен тулă хурса килнĕ.
– Ватă çынсене пулăшсан пире Турă пулăшать, вăй-хăват хушать, – терĕ пултаруллă ертÿçĕ. – Кăçалхи чухлĕ тĕш тырă – тăватă пин тонна ытла – «Искра» колхоз историйĕнче те пулман. Патшалăха сутса тунă укçапа мĕн пур тăкаксене саплаштарма пултартăмăр, – каласа пачĕ Николай Иванович.
Хальхи çăмăл мар саманара пысăк ÿсĕмсем тума пултартăмăр, чунтанах савăнса, тав туса, ырлăх-сывлăх сунтăмăр хаклă хăнана.
Пирĕн пата килсе курнă çынсем хушшинче хамăр вĕренекене, районти шалти ĕçсен уйрăмĕнче штаб начальникĕ пулса ĕçлекен Николай Богатнаева, ырăпа асăнатпăр. Хамăр районтах пĕр улшăнмасăр ĕçлесе подполковник званине илме пултарчĕ. Чăннипех мухтава тивĕçлĕ вăл.
Пире сума суса килнĕ çынсене эпир чунтанах тав тăватпăр, вĕсем пурăнма хавхалантараççĕ. Ырă туни ырăпа таврăнать, теççĕ халăхра. Пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнсан йывăр саманана çăмăлраххăн ирттерме пулать. Ĕçсĕр ан ларăр, çамрăксем. Ĕç вăл – пурнăç тыткăчи, унсăрăн пурнăç пулмасть.