03 октября 2009 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă турăмăр. Ăна районта, республикăри пекех, çулсеренех анлă паллă тăватпăр. Çак кун районти мĕн пур предприятисемпе учрежденисенче ветерансемпе тĕл пулусем иртрĕç. Уява пухăннă аслă ăру çыннисем иртнине аса илчĕç, паянхипе мухтанчĕç. Район пуçлăхĕ А.И.Криков Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ватăсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене уяв ячĕпе саламласа вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕ. Кăшт маларах, сентябрĕн 22-мĕшĕнчен, районта Ыр кăмăллăх вунă кунлăхĕ пуçланчĕ, аслă ăру çыннисен социаллă тата культура ыйтăвĕсене тивĕçтерес, вĕсен ирĕкĕпе интересĕсене хÿтĕлес, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене чыслас тĕллевпе тĕрлĕ акци иртрĕ.
Паллах, районти предприятисемпе учрежденисенче ирттернĕ уявсене ветерансенчен çирĕп сывлăхлисем кăна хутшăнма пултарчĕç. 90 çултан иртнисен вара сывлăхĕ самаях хавшак, урисем те вĕсен чылайăшĕн утаймаççĕ. Район хаçатне вуласа район пурнăçĕпе интересленекенĕсем ытларах аслă ăру çыннисем. Çавна май, 90 çултан иртнĕ хисеплĕ çынсен ячĕсене уйрăммăнах асăнас кăмăл пур, вĕсем нумаййăн мар – 114-ăн кăна (районти хÿтлĕх пайĕн кăтартăвĕ – сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне). Пирĕн хушăра пурăнакан вăрăм ĕмĕрлисен шутĕнче: Калкасси ялĕнчи Ульяна Ивановна Абакумова, Мария Николаевна Горбунова, Анна Максимовна Ярадаева, Тури Çĕрпÿкассинчи Екатерина Игнатьевна Абрамова, Акулина Ивановна Белова, Василий Емельянович Емельянов, Хĕрлĕ Чутайри Анна Александровна Авдеева, Зинаида Александровна Авдеева, Екатерина Максимовна Кадушкина, Агриппина Димитриевна Кондакова, Анастасия Степановна Мареева, Мариамна Хрисанфовна Николаева, Евдокия Леонтьевна Сятрайкина, Агрепина Михайловна Шурбя, Енкĕлтри Мария Андреевна Андреева, Павел Егорович Борисов, Анастасия Петровна Борисова, Андрей Андреевич Калистратов, Михаил Васильевич Михуткин, Дарья Петровна Самышкина, Утаркассинчи Пантелеймон Александрович Андрианов, Фекла Николаевна Ворожейкина, Ольга Дмитриевна Лукина, Евдокия Михайловна Михатайкина, Мария Семеновна Немцева, Мишеркассинчи Евдокия Николаевна Федорова, Трапайри Ольга Петровна Анисимова, Матрена Васильевна Захарова, Хирлÿкассинчи Евлалия Александровна Астафьева, Марфа Васильевна Булаткина, Агапия Петровна Кузнецова, Александра Семеновна Лисаева, Василий Ильич Черноносов, Туктамăшри Мария Степановна Белова, Ольга Ефимовна Бронюкова, Ефим Никитич Петров, Елена Егоровна Романова, Ксения Герасимовна Романова, Вера Андреевна Ярылкина, Çĕн Ирчемесри Надежда Григорьевна Васильева, Мария Ивановна Доброва, Перасковия Павловна Козлова, Иван Иванович Кондратьев, Анна Кузьминична Медведева, Сĕнтĕкçырминчи Перасковия Васильевна Васильева, Мария Семеновна Зеленцова, Евдокия Петровна Степкина, Дария Федоровна Ядранская, Тралькассинчи Фекла Ксенофонтовна Галкина, Анастасия Илларионовна Майорова, Хурашашри Ефросиния Григорьевна Григорьева, Елена Анисимовна Захарова, Анастасия Михайловна Петрова, Матрена Ивановна Поязыкова, Фекла Васильевна Степанова, Пĕчĕк Этменти Екатерина Федоровна Демейкина, Мăн Этменти Варвара Алексеевна Морскова, Анна Алексеевна Осипова, Упукушкăнчи Анна Тихоновна Евдокимова, Штанашри Пелагея Яковлевна Савельева, Мария Игнатьевна Софронова, Урикассинчи Александра Никифоровна Алексеева, Кив Атикассинчи Михаил Герасимович Иванов, Пелагея Макаровна Касянова, Анна Степановна Осипова, Çĕн Атикассинчи Анна Ивановна Иванова, Екатерина Ивановна Самсонова, Тракушкăнь ялĕнчи Харитина Трофимовна Ивантаева, Пелагия Клементьевна Кашкирова, Хăмарккари Пелагея Яковлевна Ишмендерова, Агрепина Константиновна Огаринова, Марина Васильевна Сандомирова, Ачкассинчи Степан Иванович Канцеляров, Шулюри Евгения Павловна Макарова, Надежда Андреевна Макарова, Анна Никифоровна Назарова, Евгения Анисимовна Тунейкина, Наталия Игнатьевна Тунейкина, Анастасия Гавриловна Струментова, Серенкассинчи Матрена Филипповна Ямброськина, Ваçкаçырминчи Пелагея Федоровна Михеева, Вырăсушкăнчи София Захаровна Капитонова, Кив Ирчемесри Татьяна Ивановна Кирюшкина, Раиса Андреевна Кузнецова, Агапия Федоровна Шлехова, Питĕркассинчи Мария Федоровна Козлова, Анастасия Федоровна Куливанова, Ксения Андреевна Филиппова, Васса Николаевна Фондеркина, Атнарти Антонина Егоровна Краснова, Агапия Николаевна Кузнецова, Дария Антоновна Савельева, Перасковия Николаевна Новикова, Туканашри Екатерина Порфирьевна Владимирова, Ольга Кузьминична Иванова, Березовкăри Екатерина Петровна Сапожникова, Сорăмри Евдокия Якимовна Скворцова, Турханти Марфа Илларионовна Крыцова, Яманкассинчи Анна Петровна Майорова, Ирина Кузьминична Максимова, Карăкçырминчи Дария Андреевна Морозова, Зоя Петровна Шивирева, Мучикассинчи Евдокия Герасимовна Мурайкина, Таисия Леонтьевна Огандеева, Малиновкăри Мария Алексеевна Огаринова, Перасковия Григорьевна Ярослова, Ишеккассинчи Анастасия Михайловна Орлова, Наталия Николаевна Удикова, Тумликассинчи Мария Алексеевна Семгайкина, Хусанушкăнчи Фекла Николаевна Пашкуртова, Чурпайри Лидия Антоновна Петрова, Пантьăкри Ксения Николаевна Романова, Елена Илларионовна Федорова, Пчелкăри Агафия Петровна Стекольщикова.
Районти мĕн пур 6298 пенсионера иртнĕ уявпа саламлатпăр. Сирĕн ĕмĕр вăрăм пултăр, район пурнăçĕпе интересленсе "Пирĕн пурнăç" хаçата вулама çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.