АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине вăхăтра тÿлемен

03 октября 2009 г.

Чăваш Енре кăçалхи август-сентябрь уйăхĕсенче ĕç укçине икĕ уйăхран ытла тÿлеменни пирки хушма 18 уголовнăй ĕç пуçарнă.

РФ прокуратурин Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн следстви органĕсем ĕçшĕн хавхалантарас тĕлĕшпе граждансен конституци правине хÿтĕлес тесе тата ĕç укçине тÿлеменни пирки уголовнăй ĕçсене уçса парас ыйтăва уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.

Çирĕплетнĕ тăрăх, хăйсен ĕç-хĕлне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисен, Шупашкар тата Шăмăршă районĕсен территорийĕсенче йĕркелесе пыракан уйрăм предпринимательсем тата тулли мар яваплă обществăсен ертÿçисем хăйсен ĕçченĕсене шалу тÿлес тивĕçне икĕ уйăхран ытла пурнăçламан.

Следстви палăртнă тăрăх, уголовнăй ĕçсен кăтартăвĕсемпе ĕçпе тивĕçтерекенсен преступленилле ĕçĕнчен пĕтĕмпе 1,5 пин ытла ĕçчен инкек тÿснĕ, вĕсем хăйсене ĕçшĕн тивĕçекен пĕтĕмĕшле 45 млн яхăн ĕç укçине илсе çитереймен. Хăш-пĕр уголовнăй ĕçсемпе шалу укçине 2007 çулхи февраль уйăхĕнчен тÿлемен. Следстви шутланă тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекенсен пурин те хăйсен ĕçченĕсене шалу тÿлес енĕпе пухăнса кайнă парăма татма майсем пулнă.

Хальхи вăхăтра пуçарнă уголовнăй ĕçсем тĕлĕшпе преступленилле ĕçсене тума сăлтав панă условисене, майсене тупса палăртма кирлĕ следстви ĕçĕсем пыраççĕ.

Палăртмалла, кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнчен РФ прокуратурин Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн следстви органĕсем РФ УК 145.1 статйин пĕрремĕш пайĕпе (ĕç укçине икĕ уйăхран ытла тÿлеменни) 34 уголовнăй ĕç пуçарнă та ĕнтĕ, çакă 2002 çултанпа çакăн евĕр ĕç-хĕлĕн чи пысăк кăтартăвĕ шутланать. Пĕтĕмпе кун пек уголовнăй ĕçсемпе 3 пин ытла çын инкек тÿснине палăртнă, вĕсене пурĕ 90 млн тенкĕ ытла тÿлесе çитермен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика