03 октября 2009 г.
Кĕçех выльăх-чĕрлĕхе витесенче усрамалли тапхăр çитет. Çак вăхăтра кирек хăçан та сĕт илесси чакать. Çакăн пек ан пултăр тесе тăрăшаççĕ те "Свобода" хуçалăхра. Кунта кĕтĕве çаран çинче çÿретнипе пĕрлех каçсерен нумай çул ÿсекен курăксене çулса çитерессине йĕркеленĕ. Çавăн пекех ĕнесене пусыпка та параççĕ. Тăрăшнин, малта пыракансен опычĕпе усă курнин усси куç умĕнчех. Кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче колхозри кашни ĕне 12 килограмм сĕт антарнă.
Çав вăхăтрах "Асамат" тулли мар яваплă общество сĕт илессипе района каялла туртса пырать. Кунта халĕ пĕр ĕне пуçне дояркăсем 5,5 килограмм çеç сĕт сăваççĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра районĕпе сумалли 1390 ĕне. Куллен 13221 килограмм сĕт пухăнать. Кашни ĕнерен талăкра вăтамран 9,5 килограмм сĕт илеççĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 700 грамм ытларах.