03 октября 2009 г.

Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Юлия Александровнапа Николай Кузьмич Самсоновсем октябрĕн 2-мĕшĕнче пысăк та сумлă уяв каçĕ ирттернĕ. Шăпах аллă çул каялла вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнă та ялта тĕпленсе пурăнма пуçланă. Вăрçă ачисем, ашшĕсемсĕр тăлăх ÿснĕскерсем, пурнăç тути-масине çамрăклах лайăх туйса илнĕ. Çичĕ класлă шкултан пĕлÿ илсе тухсан, вĕсене малалла вĕренме май килмен. Çамрăклах иккĕшĕ те колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.
Николай Кузьмич пирки калас пулсан, вăл 1954-1957 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан Етĕрнере механизатора вĕреннĕ. Хыççăн тăван ялти "Победа" хуçалăхра çичĕ çул трактористра ĕçленĕ. Ачисем халĕ çакна аса илеççĕ: "Эпĕ тракторпа çĕр сухалама тытăнсан тин тăраниччен çăкăр çиме пуçланă", – тенĕ вăл. Чăнах та, çак сăмахсенче хресченĕн мĕн тери анлă та тарăн шухăшĕ палăрать.
Тăрăшулăхне кура ăна 1960 çулта "Победа" колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Пĕр ялтан тăракан хуçалăх кĕске вăхăтрах районта малтисен ретне çитнĕ. 1973 çулта вара кÿршĕри "Правда", "Трактор", "Путь Ленина" хуçалăхсене пĕрлештерсе Ленин ячĕллĕ колхоз туса хураççĕ. Çичĕ ял кĕретчĕ унта. Пысăк хуçалăха ертсе пыма Николай Кузьмича шанаççĕ. 25 çул вăл пĕр улшăнмасăр çак йывăр лава туртса пынă. Тилхепе çирĕп алăра пулнине кура коллектив районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Акă, ял ĕçченĕсем кашни гектартан вăтамран 30 центнер таран тыр-пул туса илнĕ. Ĕнесем çулталăкра 3000-шер килограмм ытла сĕт антарнă. Строительство та анлăн сарăлса кайнă. Машинăпа трактор паркĕ, ферма витисем, хăтлă культура çурчĕ, ача сачĕ, шкул, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем ÿссе ларнă. Кашни яла асфальт çул çитернĕ. Чылай çемьесем колхоз каялла тавăрса памалла мар кредитсемпе тивĕçтернипе хăтлă çуртсем туса лартнă.
1982 çулта хуçалăх РСФСР правительствин тата ВЦСПСăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илнĕ. Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Николай Кузьмича "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Медальсемпе грамотăсем те чылай унăн. Ăна темиçе хутчен те район тата ял Канашĕн депутатне суйланă. Вăл – Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Çапах та çемье ăшши, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе вĕсене ĕçе явăçтарни, вĕрентни амăшĕпе ытларах çыхăннă. Юлия Александровна хăй те, мĕн пур вăрçă ачисем пекех, пурнăç тути-масине ачаллах туйса илнĕ. Унăн ашшĕ хаяр вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Александр Трофимович Сталинград хулине хÿтĕленĕ чухне паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Мăшăрĕ, Ульяна Павловна, ун патне пĕртен-пĕр çыру çырма ĕлкĕрнĕ: "Санăн хĕр çуралчĕ, Юля ят хутăм". Йывăр аманнăскер, вăл госпитальте ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Николай Кузьмичпа Юлия Александровна тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Пурте çемье çавăрнă ĕнтĕ. Зоя хĕрĕ Кÿкеçри тĕп больницăра диет-сестра пулса тăрăшать. Аслă ывăлĕ, Николай, отставкăри милици майорĕ. Вăл Афган, Чечен вăрçисене хутшăннă, орденсемпе медальсем те пур унăн. Александр – район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ. Юрий – милици подполковникĕ, Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ.
Юлия Александровнапа Николай Кузьмич Самсоновсем çур ĕмĕр пĕрле, çума-çумăн, юнашар пурнăç çулĕпе утаççĕ. Иккĕшне те ял-йыш хисеплет. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те кил-тĕрĕшре нумай ĕçлеççĕ. Кил хуçи хурт-хăмăрпа аппаланма юратать, пан улми садне пăхса тăрать. Мăшăрĕ пÿрт-çурта тирпейлет, килсе çÿрекен ачисене тата мăнукĕсене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать.
Ылтăн туй ячĕпе сире, Юлия Александровнапа Николай Кузьмич!