03 октября 2009 г.
Хальхи вăхăтра ялсем ватăлса, çамрăксем сахалланса юлни хытах пăшăрхантарать. Ара, хăшĕ-пĕрин кил-картишне çу кунĕсенче вĕлтĕрен пусса илет вĕт, ача-пăча сасси те таçта пĕрре кăна илтĕнкелет. Паллах, Раççей правительстви те, Чăваш Енри влаç органĕсем те çакăн пек çитменлĕхсемпе килĕшсе ларасшăн мар.
Çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси – паянхи чи çивĕч ыйту. «2002-2010 çулсенчи çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программа (ăна районти депутатсен Пухăвĕ 2006 çулта йышăннă) пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Акă, çамрăксене пÿрт туянма е уйрăм çурт лартма, çавăн пекех ипотека кредичĕ илсен малтанхи взнос тÿлеме социаллă тÿлев параççĕ.
Кăçал районти ултă çемьене социаллă тÿлев лекет. Вĕсем валли федераллă тата республика бюджетĕнчен 2273,5 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 103,95 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра пурте банк счечĕн килĕшĕвĕсене тунă. Икĕ çемьене социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ.
Çапла вара ялта та çурт-йĕрлĕ пулма, хăвна килĕшекен ĕç тупма, ача-пăча çитĕнтерме майсем пур. Çамрăк вăйпа ăс-хакăл кирлĕ малашлăх тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме.