03 октября 2009 г.
Тури Çĕрпÿкасси – район центрĕнчен 15 çухрăмра вырнаçнă ял. Кунти 157 килте 467 çын пурăнать. Яла иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех асфальт çул çитернĕ. Нумай килте çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ. Пурнăç вĕресе те кĕрлесе тăмалла пек. Шел те, çемье çавăракансем сахал кунта. Ялта хусахсем йышланса кайнă. Вĕсем хушшинче çамрăкки те, ватти те пур.
Малашне те паянхи пекех пулса пырсан ял пĕтес хăрушлăх тухса тăрать. Çакă вырăнти "Аккозинский" хуçалăхра ĕç çуккипе те çыхăннă ĕнтĕ. Акă, кăçалхи сакăр уйăхра кунта пĕр ача кăна кун çути курнă. Туй-шилĕкĕ те асра-тĕсре çеç пулкалать. Халĕ, акă, Веня Сорокин туй тума хатĕрленет. Вăл ялти хĕр упраçа, Марина Белована, хăйĕн мăшăрĕ пулма суйласа илнĕ.
Тури Çĕрпÿкассинче те, ытти ялсенчи пекех, автансем авăтни халăха хĕвелпе пĕрлех вăратать. Ирсерен çынсем кĕтÿ хăвалаççĕ. Шкул ачасене йыхăрать. Вулавăш алăкĕсем те яриех уçăлаççĕ. Анчах... кунта кăнтăрла хунарпа шырасан та мăшăр пулмалли хĕр упраç тупма хĕн.
– Арăм тени тухса çÿреме, çынна курăнма чипер пултăр, – терĕ пире ялти пĕр хусах. – Вăл кинемей пек мăкăртатса ан лартăр. Эпĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕр пултăр.
Хĕрĕхрен иртнĕ арçын хăй ĕмĕрĕнче нихăçан та çемьеллĕ пулса курман. Сăмах май, ун пеккисем Хусанушкăнь ял тăрăхĕн территорийĕнче сахал мар. Вĕсем лăпкăн пурăнма хăнăхнă. Çемье пуçĕн тивĕçĕсене нихăшĕн те пурнăçлас килмест пулинех. Арăм çук та, парăм çук тенешкел, кун пеккисенчен укçа ыйтакан та, ĕç хушакан та çук.
Тури Çĕрпÿкасси тăрăх çÿренĕ май çакă палăрчĕ: Юшкинсен тăватă ывăлĕ, Охромовсемпе Беловсен – виçшер, Каратаевсен, Ивановсен, Александровсен икшер ывăлĕ çемье çавăрман иккен. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕн пенсийĕпе тытăнса пурăнать, теприсен вара килте ваттисем те çук. Акă, Володя Беловах илер. Унăн ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă, çавна май пĕчченех пурăнать. Килĕ-çурчĕ çĕрĕшнĕ, кĕçех йăтăнса анма та пултарать.
Вăй-питти арçынсем тахçан пĕрре аякка кайса ĕçлесе килеççĕ. Хыççăн эрех-сăра айне путаççĕ. Вырăнти хуçалăх ĕçне вĕсем сайра-хутра кăна хутшăнаççĕ.
– Эпĕ килти ĕçсене хам пĕччен тенĕ пекех пурнăçласа пыратăп, – терĕ пĕр хусахĕ. – Анкартинче пахча çимĕç, çĕр улми лартса çитĕнтеретĕп. Ĕне черетне каятăп. Анне вара пенси укçипе ялти лавккаран тĕрлĕ апат-çимĕç туянать. Хам валли сигарет та унăн укçипех илетĕп.
Амăшĕсем çакăнпа килĕшсе ларни сисĕнет. Пенси укçи пысăк мар пулин те ывăлĕсене тăрантарма çитет. Лешсем авланса çемье çавăрма шутламаççĕ пулсан мĕн тăвăн; Маларах асăннăччĕ, ялта мăшăр тумалли хĕр те сахал-çке. Акă, лавккана çăкăр тиесе килчĕç. Туянакансем – пурте хĕрарăмсем. Пĕрисем ватăлнă ĕнтĕ, теприсем – мăшăрлă.
– Хусахсене мĕн хĕрарăмĕ кирлĕ; – терĕç вĕсем. – Вĕсен ĕç çук, укçа çук. Эрех ĕçме вара хастар. Кама кирлĕ çакăн пек арçынсем;
Çакăн пек лару-тăру Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Анатолий Прауловăн пуçне ыраттармасăр тăма пултараймасть. Вăл хăй Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнать. Ирхине те, каç пулттипе те эрех ĕçсе хĕрнĕ хусахсене куркалать.
– Ялта ĕç пулсан, вĕсем те авланса çемье çавăрĕччĕç. Пурăнасса та йĕркеллĕ пурăнса кайĕччĕç, – тет Анатолий Григорьевич.
Ача çителĕксĕррине пулах Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкултан пуçламăш шкул çеç юлас хăрушлăх пур. Ял тăрăхĕнче кăçалхи сакăр уйăхра пурĕ те сакăр çемьере кăна çĕнĕ кайăка кĕтсе илнĕ. Патшалăх пулăшать пулин те хĕрарăмсем ача йышлă çуратасшăн мар. Арçыннисем вара ирĕклĕх çухаласран, яваплăх ÿсесрен хăранипе авланмаççĕ. Кун пекех пулсан ăçта çитсе тухăпăр малашне;