АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăх управçи

03 октября 2009 г.

Октябрĕн 7-мĕшĕнче "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕ уçăлнăранпа 30 çул çитнине паллă тăваççĕ.

Музейăн историйĕ кăсăклă. 1970 çулччен халĕ музей вырнаçнă çуртра Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн вĕрентÿ класĕсем пулнă. Каярахпа кунта Пионерсен çурчĕ ĕçленĕ. 1977 çулхи январь уйăхĕнче вара парти райкомĕн бюровĕнче районти халăх музейне йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă. Çапла майпа чăваш халăхĕн культурине, историне, пурнăçне сăнлакан ĕлĕкхи тата хальхи экспонатсене пухма тытăннă. Музея йĕркелесе ярас ĕçре Валерьян Григорьевич Толстов-Атнарский таврапĕлÿçĕ, учитель пысăк тÿпе хывнă. Вăл музейра 1993 çулччен вăй хунă.

Музей çурчĕ мĕнле çĕкленнине пурте пĕлмеççĕ. Ăна Етĕрнере пурăнакан М.М.Таланцев купса хута яма пулăшнă иккен. Строительство ĕçĕсем 1898 çулта пуçланнă. 1900 çулта унта икĕ класлă чиркÿпе прихут шкулĕ уçăлнă. Ку шкула Михаил Михайлович пăхса тăнă. 1979 çулхи март уйăхĕнче уçăлнă халăх музейĕ районти чи илĕртÿллĕ вырăнсенчен пĕри пулса тăрать. Сăмах май, 1988 çулта ăна "халăх музейĕ" ятне панă. Кăçалтанпа музей В.Толстов-Атнарский ячĕпе хисепленсе тăрать.

Мĕн тума кирлĕ-ха музей; Çак ыйтăвăн хуравĕ ансат. Вăл – аваллăх управçи. Музей пирĕн истори, культура пурлăхне çеç мар, чун еткерлĕхне те упраса хăварас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Халăх музейне темиçе çул ĕнтĕ З.С.Спиридонова ертсе пырать. Музейра этнографи, Çапăçу Мухтавĕ, çут çанталăк, "Хĕрлĕ Чутай районне – 80 çул" ятлă сăн ÿкерчĕксен куравĕн залĕсем, ÿкерчĕксен галерейи тата В.Толстов-Атнарскине халалланă зал пур. Вĕсем экспонатсенчен пуян. Пурĕ аваллăх управçинче 4704 экспонат упранать, вĕсем паянхи ăрушăн пысăк пуянлăх пулни каламасăрах паллă. Акă, этнографи залне илĕпĕр. Кунта пирĕн халăхăн ĕлĕкхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки, тумĕ, савăчĕ... сăнарланнă. Район историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тесен "Хĕрлĕ Чутай районне – 80 çул" ятлă сăн ÿкерчĕксен куравĕн залне кĕмелле. Ÿнер тĕнчипе кăсăкланакансем пирĕн ентешĕн А.Данилов художникăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пултараççĕ. Калас пулать, иртнĕ çул ÿкерчĕксен галерейи, этнографипе Çапăçу Мухтавĕн залĕсем çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă.

Фондра упранакан экспонатсемпе тухăçлăрах усă курас, халăха явăçтарас тĕлĕшпе музейра ятарлă мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ çулах илĕпĕр. Музей ĕçченĕсем тăрăшнипе инвалидсемпе ăнăçсăр çемьери ачасем валли Уçă алăксен кунĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем валли савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕнче çамрăксемпе аслă ăру çыннисен тĕл пулăвне йĕркеленĕ. Шкул ачисене те манман. Вĕсем валли пĕлтĕр В.Лосманов энтомологăн куçса çÿрекен "Лĕпĕшсен асамлă тĕнчи" куравĕпе паллаштарнă. Ачасемшĕн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулнă çакă. Тĕнчери тăватă пине яхăн лĕпĕшпе нăрра тата ăçта курма пултараççĕ-ха вĕсем; Кăçал каллех вĕренекенсем валли "Чăваш Республикинчи чĕр чунсен юмах тĕнчи" курава йĕркелеме май килнĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕнче уçăлнă курав, унпа паллашман вĕренекен те юлмарĕ пулĕ.

Ачасене çеç мар, çитĕннисене те кăсăклантарать ĕмĕрсен эрешĕсен управçи. Сăмахран, пĕлтĕр музейра "Ырă кăмăллăхпа хитрелĕх тĕнчинче"ятлă курав йĕркеленĕ. Унта В.Кузнецовапа Л.Сядайкинан ĕçĕсемпе паллашма май пулнă.

Çапла, музей пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Хăй ĕçĕнче вăл халăх йăли-йĕркине, район историне çитес ăрусем валли тĕрĕс-тĕкел сыхлассине тĕпе хурать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика