АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар – хăрушă инкек

03 октября 2009 г.

Пушартан хăрушăраххи пурнăçра тата мĕн пур-ши? Вăл ĕмĕр пухнă пурлăха пĕр самантрах кĕл тăвать, çыннăн кун-çулне вăхăтсăр татать. Кун пек тĕслĕх районта кăçалхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Ачкассинче пулса иртрĕ. Пушарта кил хуçин ывăлĕ, 1967 çулта çут тĕнчене килнĕ В.-н пурнăçĕ татăлнă. "Хĕрлĕ автан" тухнин сăлтавне электропралукпа çыхăнтараççĕ. Çавна май ял çыннисене пĕччен пурăнакан çынсене пăхса тăма сĕнесшĕн. Çÿлĕрех асăннă тĕслĕхре шăпах пĕччен пурăнакан кил-çуртра инкек пулчĕ вĕт-ха.

Пушарпа кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел – шыв. Вăл çук пулсан пушар хуралĕн ĕçченĕсем нименех те тăваймаççĕ. Çавăнпа та ялсенчи кÿлĕсене типсе ларасран асăрхаса тăма ыйтас килет. Вут-кăвар алхаснă чухне кашни минучĕ паха. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна пĕр чăрмавсăрах çитчĕр тесен çынсен пушар машинине хирĕç тухсан тем пекех аван. Пушар хăш ялта пулнине пĕлни çеç çителĕксĕр вĕт-ха. Ялсенче темиçе кукăр та, тăкăрлăк та. Хăш çулпа кайсан инкек пулнă вырăна хăвăртрах çитнине ял çыннинчен лайăхрах никам та пĕлеймĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика