АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн опыт Раççейшĕн паха

07 октября 2009 г.

Иртнĕ эрнере ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн членĕсем, культура учрежденийĕсен ертÿçисем, журналистсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Г.П.Ивлиевпа тĕл пулчĕç.

Калаçу ытларах "Культура çинчен" саккун пирки пычĕ. Ăна 1992 çулта йышăннă. Унтанпа вăхăт самай иртнĕ, улшăну чылай пулнă, çĕнĕ Конституци вăя кĕнĕ. Çавна май асăннă саккун паянхи пурнăçа пур енĕпе те тивĕçтереймест. Григорий Ивлиев палăртнă тăрăх, вăл ертсе пыракан комитет шăпах çак ыйтусене татса парассипе ĕçлет. Регионсене тухса çÿрени, унти опытпа, ĕçсемпе паллашни çĕнĕ йышăнусем тума май парать. Григорий Петрович шухăшĕпе, саккун кăларакансем Чăваш Ен опычĕпе те сахал мар усă кураççĕ. Сăмах май, вăл хăй те Шупашкарта пĕрремĕш хут мар. "Чăваш Енре тĕслĕх библиотекăсем йĕркелес пултарулăх Раççейшĕн чăннипех паха опыт пулса тăчĕ, – терĕ вăл. – Хăш-пĕр хулана темиçе çитсе курсан та вăл наччасрах асран тухать. Шупашкар вара тирпейлĕхĕпе тыткăнларĕ. Çавăн пекех Анне палăкĕ, залив халĕ те куç умĕнчех".

Кино кăтартас ĕçри лару-тăрăва йĕркелесе ярас енĕпе çĕнĕлĕх кĕртесшĕн: пĕрлехи электрон билечĕ тăвасси пирки саккун йышăнасшăн. Çапла туни мĕн парĕ-ха; Налук пухма, тупăша шута илме. Укçа-тенкĕ бюджета та пырса кĕрĕ, ĕç авторĕсем патне те çитĕ. "Культурăна яракан укçа "таврăнмалла", – терĕ Григорий Петрович. – Çав вăхăтрах патшалăх пулăшăвне те чакармалла мар. "Культура çинчен" саккунăн проектĕнче çакна тĕпе хунă".

Тата мĕнле улшăнусем пулĕç-ха саккунра; "Культура еткерлĕхĕн объекчĕ уйрăм çын аллине куçсан та ыттисен унта кĕрсе çÿреме май пулмалла. Ăна тытса тăраканĕсене çăмăллăхсем памалла. Пирĕн çĕршыв палăксен шучĕпе тĕнчере 9-мĕш вырăнта. 88,5 пин палăкран 3 пинĕшĕ çеç федерацин харпăрлăхĕ шутланĕ. Çавăнпа уйрăм çынсен пулăшăвĕ, вĕсем реставраци ĕçне укçа-тенкĕ хывни п

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика