07 октября 2009 г.

Пĕрисем йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ, халăх интересĕсене шута илсе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Теприсем вара йĕркене пăхăнмаççĕ, илемлĕхе, тирпейлĕхе туймасăр тăван тавралăха варалаççĕ!
Атнар ялĕ çывăхĕнчен инçе мар юрату сăмсахĕ пур. Çамрăк мăшăрсем пĕрлешнĕ хыççăн тăванĕсемпе пĕрле çав вырăна та çитеççĕ. Чăн та, чаплă та илемлĕ вырăн, район тата Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕсем çак вырăна йĕрке кĕртес тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Анчах та çакна ăнланакансем сахал, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе юратни çинчен пĕлтерсе çыраççĕ, хăйсем хыççăн çÿп-çапне те пăрахса хăвараççĕ. Паянхи кун та унти сăн ÿкерчĕк çавăн пекех. Çитменнине тата çамрăксем, унта çырнисĕр пуçне, Хĕрлĕ Чутайпа Етĕрне районĕсен чикĕ паллине те сăрлама пуçларĕç. Куратăр, ик енчен те пĕр çынсемех хăйсен юратăвĕ пирки çырнă, хăйсен хушамачĕпе ячĕсене те палăртнă, хăçан çырни те паллă, çÿп-çапне пăрахса хăварма та именмен. (Сăмах май, асăннă чикĕре çу каçипех иртен-çÿрене тĕрлĕ чечексем хăйсен илемĕпе илĕртсе ларчĕç). Пирĕн район пысăк мар, кун пек çынсем хăш ялта пурăннине те пĕлме йывăр мар.
Пĕр шутлатăн та, çакăнта-ши юрату;! Манпа пурте килĕшеççĕ пулĕ, кунта юрату çук, ку – ирсĕрлĕх! Ăçта юрату, çавăнта илемлĕх хуçаланать. Çакăн пек ÿкерчĕк чĕреме ыраттарать. Йĕркеллĕ те чипер çын хăтланмасть ĕнтĕ çапла. Киревсĕр ĕçе пĕчĕк баллонран сирпĕтсе кăларнă сăрăпа пурнăçланă. Апла пулсан, ăна мĕнле тасатмалла;..
Е çак киревсĕр ĕçе пурнăçлакансем районĕпех хăйсен юратăвне пурне те пĕлтерес тĕллевлĕ пулнă- ши; Саламлатпăр! Районĕпех хăвăр ята "çÿле" çĕклерĕр.
Е тата пирĕн культура шайĕ çапла пĕчĕк-ши; Пĕрмаях çул çинче çÿреме тивнĕ май, пĕр районта та кун пек усал ĕç тунине курман та, илтмен те.
Юлашкинчен çакна калас килет: асăннă тискер ĕç пирĕн "чĕлхепе" – вандализм. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 214-мĕш статйинче ун пирки çапларах палăртнă: "Вандализм, урăхла каласан, çуртсене е ытти объектсене чыссăрлатни, общество транспортĕнче е обществăн ытти вырăнĕнче пурлăха сиенлени". Апла пулсан, ку тĕлĕшпе ĕçлекен органсем айăплисене явап тыттарасса шанатпăр.