07 октября 2009 г.
Районти шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Ачасем пурĕ 24 ĕç тăратнă, вĕсене проза, поэзи, мини-проект, эссе евĕрлĕ хатĕрленĕ. Текстпа пĕрлех фотоматериалсемпе те усă курнă, çавна май конкурс материалĕсен тематики те тĕрлĕ енлĕ. Вĕренекенсем килти выльăх-чĕрлĕх, тăван ял, ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă çынсем çинчен çырнă.
Атнар вăтам шкулĕнчи 10 класри Александр Кузьмин «Çĕр ĕç ăстин ĕçĕ мухтавлă тата хисеплĕ» ятпа хатĕрленĕ материала районти конкурс жюрийĕ республика конкурсĕ валли суйласа илнĕ. Çавăн пекех Мăн Этмен шкулĕнчи 5 класра пĕлÿ пухакан Татьяна Полозинан «Çакă пĕтĕмпех кăçалхи май уйăхĕнче çитĕнчĕ», Атнар шкулĕнчи 8 класри Нина Куропаткинан «Пирĕн килти ферма» ĕçĕсене те республикăри конкурса ярса панă.