АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире манманни савăнтарать

07 октября 2009 г.

Черемушки поселокĕ Çĕмĕрле районĕпе чикĕленет. Кунта пурĕ 31 çемье шутланать. Темиçе çул каялла кашни килте тенĕ пекех 2-3-шер ача чупнă. Поселокра пурăнакансем вăрман хуçалăхне аталантарас тесе сахал мар тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче поселока асфальт çул хывнă, унтан газ пăрăхĕсем илсе çитернĕ. Пурнăç малалла шуса пынă.

Кунсем, çулсем иртеççĕ. Халĕ кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ ватăлса пырать тесен те йăнăш мар. Район центрĕнчен аякра пулнă май пирĕн пирки вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов та маннă тесе шутлаттăмăр. Анчах та эпир йăнăшнă иккен. Хăйăр тиенĕ "КамАЗ" сассине илтсен урама тухса тĕлĕнсе кайрăмăр. Асфальт çук урамсене 14 машина таран хăйăр килсе тăктарчĕ вăл. Тепĕр кунне вара Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем хăйăрне шăтăк-путăксене тултарса якатса хăварчĕç. Кунта пурăнакансемшĕн çакă чăннипех парне пулчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика