10 октября 2009 г.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн президиумĕн анлă ларăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйту çурхи призыва пĕтĕмлетесси тата кĕркунне çамрăксене çар ретне чыслă ăсатасси пулчĕ. ЧР юстици министрĕ, Чăваш Енĕн призыв комиссийĕн пуçлăхĕ В.П.Петров палăртнă тăрăх, РФ Оборона министерствин разнарядкине ирттерсе пурнăçланă, пĕтĕмĕшле кăтартупа Атăлçи-Урал çар округĕнче эпир тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
Çапах та çар комиссариачĕн ĕçĕнче туса çитерейменни те пур. Тĕслĕхрен, иртнĕ призывра 77 çамрăк çар чаçне кайма хут илнĕ пулин те çĕршыв хÿтĕлевçин ретне тăма «васкаман». Чылай тĕслĕхпе уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсене суда çитернĕ. Оборона министерстви призывниксене Канашри пухăну пунктне илсе çитерессипе районсенчи хуçалăхсен тата республикăри автопредприятисен умĕнчи 2 миллион ытла тенкĕлĕх парăмне кăçалхи тăваттăмĕш кварталта татма шантарнине вĕсен ертÿçисем хапăлласа йышăнчĕç.
Президиум ларăвĕ савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ: юстици министрĕ В.П.Петров республикăн çар комиссарне А.А.Мокрушин полковника «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне пачĕ.