АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командăпа штаб тренировки

10 октября 2009 г.

Командăпа штаб тренировки

Кĕçнерни кун, октябрĕн 8-мĕшĕнче, районта "Çут çанталăк, техногенлă тата биологипе социаллă характерлă тата террористла актсемпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас, пĕтерес тĕлĕшпе Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе ĕçлекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн территори подсистемин район звенин гражданла оборонăн ертÿçĕсен йышĕн, вăйĕсен тата хатĕрĕсен ĕçĕ" темăпа командăпа штаб тренировки иртрĕ.

Чи малтан тренировкăн тĕп тĕллевĕсене палăртни вырăнлă пулĕ. Вĕсем – районти аварипе çăлав службисем чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тата пĕтерес тĕлĕшпе епле хатĕррине тĕрĕслесси, пур органсем те тĕрлĕ режим вăхăтĕнче çыхăнуллăн та килĕшÿллĕн ĕçлессине пурнăçласси, район çыннисене чрезвычайлă лару-тăрусенче хÿтĕлессин меслечĕсемпе мелĕсене çĕнетсе пырасси, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тĕлĕшпе мероприятисем планлассипе ертÿçĕсен йышĕн теори пĕлĕвне тата професси хăнăхăвĕсен шайне ÿстересси тата ыттисем те.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие командăпа штаб тренировкин ертÿçин çумĕ, Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, оперативлă штаб начальникĕ Д.Тимофеев, Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи патшалăх управленийĕн ертÿçĕсен йышĕпе унти специалистсем, Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн "Чăваш Республикин шыравпа çăлав служби", "Республикăн пушара хирĕç кĕрешекен служби" патшалăх учрежденийĕсен тата хушма професси вĕрентĕвĕн "Гражданла хÿтĕлевĕн вĕрентÿпе методика центрĕ" патшалăх учрежденийĕн представителĕсем хутшăннине палăртмалла. Кунсăр пуçне районти аварипе çăлав службисем те пурте активлăх кăтартрĕç.

Планпа килĕшÿллĕн, паллă мар çын район объекчĕсенче террорла тата диверсиллĕ актсем пулма пултарасси пирки телефонпа пĕлтернĕ хыççăн чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас, пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен тата антитеррор комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ.

Унтан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта, районти электричество сечĕсен подстанцийĕнче район территорине тата халăха террорла тата диверсиллĕ ушкăнсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе практика мероприятийĕсем иртрĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕ ку енĕпе лайăх хатĕрленнине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн, пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем мĕн кирлине тивĕçлĕн пурнăçларĕç. Палăртмалла, çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли пункта культурăпа кану центрĕнче, апатланăвăн куçса çÿремелли пунктне районти тĕп стадионра аван йĕркеленĕ.

Асăннă мероприятие В.Петьков тата район пуçлăхĕ А.Криков пĕтĕмлетнĕ. Калас пулать, В.Петьков тренировкăна лайăх хак панă, çÿлерех асăннă районти звено палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хатĕр тесе çирĕплетнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика