АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халиччен сив сăмах каласа курман

10 октября 2009 г.

Атнар ялĕнче пурăнакан Анна Ивановна Мадебейкина октябрĕн 7-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче унăн хура-шурне чылай тÿсме тивнĕ. Ачалăхĕ çăмăл иртмен унăн, çамрăклăхĕ вара хаяр вăрçă вăхăтне лекнĕ. Анна Ивановнана ирех куршанак çыпăçнă. Вăл ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ. Ĕç стажĕ вара 15 çултанах çырăнма тытăннă. Выляса-кулса çÿрес вăхăтра унăн патшалăх валли вĕрен явмалла пулнă. Пĕр вăл кăна-и ун чухне нушаланнă; Унпа тантăш хĕрсен те çамрăклăхĕ ĕçрех иртнĕ. Аннăпа пĕрле вĕсем пĕчĕк çеç пÿртре мунчала çÿппипе тусан ăшĕнче кашни кун 12-шер сехет вăй хунă. Чăтнă, тÿснĕ.

17 çул çитсен Анна Ивановна Атнар шкулĕнче тирпейлÿçĕре тимлеме тытăнать. Кунта вăл 9 çул хушши ĕçлет. Унтан "Коминтерн" колхозри уй-хир бригадинче тăрăшать. Пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçланипе, хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрса тăнă вăл. Хушнă ĕçне вăхăтра пурнăçланă, ывăнтăм, паян колхоз ĕçне тухмастăп тесе калани пулман. Вăл вăхăтра хуçалăхра пĕтĕм ĕçе ал вăйĕпе пурнăçлама тивнĕ. Паллах, ĕшеннĕ, канса илнĕ хыççăн каллех ĕçе пикеннĕ. Çав вăхăтрах кил-тĕрĕшре те ĕçленĕ.

Пурнăç пĕр сукмакпа чупмасть çав. Анна Ивановна та 1971 çулта Красноярск хулине тухса каять, сăра заводне ĕçе кĕрет. Тăван тăрăх, çут çанталăк илемĕ пĕрмай куç умне тухса тăнă, вăл чăваш çĕрĕшĕн тунсăхлама тытăннă. Чунĕ ялах туртнăран кунта нумай пурăнаймасть вăл, çулталăкранах тăван тăрăха таврăнать. Ĕçсĕр пĕр кун та ларма хăнăхман хĕрарăм, çавăнпа та таврăнсанах фермăна пăрусем пăхма вырнаçать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшать вăл. Калас пулать, Анна Ивановна пысăк чăтăмлăхпа уйрăлса тăрать. Нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă, ăна çичĕ медальпе, виççĕмĕш степеньлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, чылай Хисеп грамотипе чысланă.

Ялта Анна Ивановнана ватти те, вĕтти те юратса, хисеплесе "Аня акай" тесе чĕнеççĕ. Мĕнле-ха тарават та ăш пиллĕ ватăна юратмăн; Халиччен вăл пĕр çынпа та ятлаçса, сив сăмах каласа курман вĕт-ха. Яланах сăпайлă, ăшă кăмăллă. Шел пулин те, Анна Ивановнана çемье çавăрсан та ача-пăчаллă пулма Турри пÿрмен. 1985 çулта вăл ватлăх çулĕсенче юнашар шанчăклă юлташ пултăр тесе А.Чумаковпа пĕрлешет. Унăн ачисене ăшшăн йышăнать.

Ватă çынсене тимлĕх, чун ăшши кирлĕ. Хисеплĕ Анна Ивановна, ватлăх çулĕсем сирĕн пĕр тумхахсăр пулччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика