АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсен прависене хÿтĕлес тесе

10 октября 2009 г.

Районти прокуратура кăçалхи май уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен юридици сăпачĕсене тата уйрăм предпринимательсене хÿтĕлес сферăри "Патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсене пурнăçланă чух юридици сăпачĕсен тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен" çĕнĕ саккун вăя кĕнине пĕлтерет. Ку саккунпа килĕшÿллĕн патшалăхăн тата муниципаллă пур органсен те планпа пăхса хуман пĕтĕм тĕрĕслевĕсене (2010 çултан – планри тĕрĕслевсене) РФ прокуратурипе канашламалла.

Саккун вăя кĕнĕренпе районти прокуратура планра пулман тухса çÿренĕ тăватă тĕрĕслеве (тĕрĕсрех каласан, Роснедвижимость, Роспотребнадзор управленийĕсен органĕсемпе, Патшалăх ветеринари службипе) канашланă. Çак тапхăрта район прокуратури тухса çÿремелли тĕрĕслеве канашлассине Роснедвижимость управленине хирĕçленĕ. Планпа пăхса хуман тĕрĕслеве ирттерме саккунра палăртнă никĕссем çукки хирĕçлеме сăлтав панă. Тĕрĕсрех каласан, "Патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсене пурнăçланă чух юридици сăпачĕсен тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен" 294" федераллă саккунĕн 10-мĕш статйин иккĕмĕш пайĕпе килĕшÿллĕн вĕсем çаксем:

- муниципаллă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ е обязательнăй требованисене пăснине тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерни çинчен маларах панă предписание юридици сăпачĕ, уйрăм предприниматель пурнăçланин срокĕ иртни;

- патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевĕн органĕсене граждансен, юридици сăпачĕсен, уйрăм предпринимательсен заявленийĕсемпе чĕнĕвĕсем, патшалăх влаçĕсенчен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен, массăллă информаци хатĕрĕсенчен аяларах асăннă фактсем пирки информаци килни:

а) граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, чĕр чунсене, ÿсен-тăрансене, тавралăха, патшалăх хăрушсăрлăхне, çавăн пекех çут çанталăк тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăру сиен кÿме пултаракан хăрушлăх сиксе тухни;

ă) граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, чĕр чунсене, ÿсен-тăрансене, тавралăха, патшалăх хăрушсăрлăхне сиен кÿни, çавăн пекех çут çанталăк тата техногенлă чрезвычайлă лару-тăру пуçланни;

б) потребительсен прависене пăсни (енчен те прависене пăснă граждансем пырсан).

Район прокуратури планра пăхса хуман тухса çÿремелли патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсене прокуратурăпа маларах калаçса татăлса пурнăçламаллине аса илтерет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика