10 октября 2009 г.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче районти прокуратура районсем хушшинчи налук инспекцийĕпе пĕрле налук саккунне епле пăхăнни пирки тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслев объекчĕсем йышне халăха пулăшу паракан çынсене кĕртнĕ. Налук инспекцийĕн ĕçченĕсен опытне шута илсе таксистсене тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Калас пулать, патшалăх регистрацийĕсĕрех уйрăм предприниматель е юридици сăпачĕ пулса ĕçлесен (РФ КоАП-ăн 14.1 статйи), çавăн пекех япаласем сутнă, ĕçсене пурнăçланă, пулăшу кÿнĕ чухне тĕрĕслевпе касса машинипе усă курмасан ( РФ КоАП-ăн 14.5 статйи) явап кĕтет.
Тĕрĕслев халăха турттарассипе пулăшу кÿрекен çынсем хушшинче чылай çитменлĕх тупнă. Ку фактсемпе административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕç пуçарассипе йышăнусем кăларнă. Анчах та çакна асăнмалла: Хĕрлĕ Чутай район территорийĕнче çак нормăсене пĕтĕмпех пăснине тупса палăртман. Районта саккунпа йышăннă йĕркепе регистрациленнĕ уйрăм предпринимательсем ĕçленине, вĕсем пассажирсене турттарнă чухне тĕрĕслевпе касса машинипе усă курнине çирĕплетнĕ.
Район прокуратури пассажирсене турттарас ĕçе регистрациленнĕ, тĕрĕслевпе касса машинипе усă куракан уйрăм предпринимательсен çеç пурнăçлама ирĕк пуррине аса илтерет.
Асăрхануллă пулăр, саккуна пăснине тата тимсĕрлĕхе (халатность) сарăлма ан парăр.