10 октября 2009 г.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче "Раççей хаçатĕнче" "Ĕç тăвакан производство çинчен" федераллă саккунăн 112-мĕш статйине улшăнусем кĕртнине пичетлесе кăларнă. Хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçлама ыйтакан документăн требованийĕсене пăхăнман парăмлă çын çине хуракан исполнительлĕ сборăн çĕнĕ виçине çак улшăнура палăртнă. Унăн виçи шыраса илмелли суммăн е пурлăхăн хакĕнчен 7 процент чухлĕ. Анчах та ку виçе парăмлă çынтан – 500 тенкĕрен, парăмлă организацирен 5 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Пурнăçлама ыйтакан документăн пур тĕсĕ валли те исполнительлĕ сборăн чи пĕчĕк виçи çакăн чухлĕ пулать.
Сăмахран, енчен те ГИБДД-н штрафĕ 100 тенкĕпе танлашнă пулсан, парăма тÿленĕ чухлĕ суд пристав исполнителĕ парăмлă çынтан тата 7 тенкĕ шыраса юлнă (шыраса илекен суммăран 7 процент). Пурĕ 107 тенкĕ. Кун пек штраф парăмлă çыншăн ниме те пĕлтермен. Улшăнусем вăя кĕнĕ хыççăн (кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен) 100 тенкĕпе танлашакан парăма тÿленĕ чухне тата 500 тенкĕ шыраса илеççĕ. Пĕтĕмпе вара 600 тенкĕ тÿлеме тивет. Ку, паллах, çыннăн кĕсйине самаях çÿхетет. Çавăнпа та ирĕкпе парăма тÿлемелли вăхăт иртсе кайичченех суд приставĕсен службине кайса парăма тÿлемелле.