10 октября 2009 г.
Хитре шăллă çынна кулни те килĕшет. Шăл ыратнă чухне йăл кулма мар, ăçта кайса кĕрес-ши тесе асапланатăн. Уйрăмах ачасен шăл тухтăрĕн пÿлĕмĕ умĕнче чĕрисем сиксе тухасла тапма пуçлаççĕ. Сирĕн ачăрсем çак ыратăва тÿссе ан курччăр тесен хăш-пĕр сĕнÿсене ăша хывмалла та пурнăçа кĕртсе пымалла. Шăл ыратман чухне ăна упрамалли пирки шутламалла.
Шăл тухтăрĕ патне каяссине ырана ан хăварăр, шăл ыратма пуçласса та ан кĕтĕр. Ачасене шăлсене тĕрĕс тасатма вĕрентĕр. Çак процедурăна кунсерен ирхине тата каçхине пурнăçланине сăнăр. Каçхине çывăрас умĕн шăл тасатни аванрах. Каçхи апат хыççăн çăвара яланах чÿхесе тасатмалла.
Кашни 2-3 уйăхра ачăра тухтăр патне шăл тĕрĕслеме илсе кайăр. Кариес пуçлансан шăл çинче питĕ пĕчĕк, шуралса кайнă лаптăк пуррине специалист кăна асăрхама пултарать. Çакăн пек хăрушлăх пулсан шăл тухтăрĕ ятарлă сиплев ирттерет, шăл сывах юлать.
Ачан сĕт шăлĕсене кариесран çине тăрсах сиплĕр. "Вĕсем пурпĕр ÿкеççĕ, сиплемесен те юрать", – тени тĕрĕс мар. Чирлĕ шăл урлă организма тĕрлĕ инфекци лекет. Çакăн пекех ачасем инфекциллĕ чирсемпе тăтăшах нушаланакан пулаççĕ. Çĕнĕрен тухакан шăлшăн та çăварти кариес хăрушă. Вĕсен эмалĕ кирлĕ пек хытă пулмасть, çавна май шăлсем хăвăрт чирлесе каяççĕ. Çапла вара кариеслă шăл чирсен çăл куçĕ пулса тăрать.
Шкул çулне çитмен ачасене шăл тасатма ашшĕ-амăшĕн пулăшмалла.
Шăлсем сывă пулсан кулă та хитре, илемлĕ. Сывлăх та хавшамасть.