10 октября 2009 г.
Тепĕр çынна пулăшас тĕллевпе хăйсен юнне паракансем – донорсем – хисеплĕ те пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ.
Чăваш Енри больницăсене кунсерен 45 литр юн кирлĕ, урăхла каласан, кунне 110 донор. Донорсен юхăмне çынсем ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Çулсеренех Чăваш Республикинче 40 хут ытла тÿлевсĕр юн панă 200-е яхăн донора "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" паллăпа наградăлаççĕ. Паянхи кун Чăваш Енре СССР-ăн тата Раççейĕн хисеплĕ донорĕсем – 3758 çын, районта – 36.
Аслисен организмĕнче юн 5-6 литр таранах. Сывă çыннăн пĕтĕмĕшле юнăн калăпăшĕнчен 10 проценчĕ чухлĕ, урăхла каласан 400-450 мл, юн илни унăн хал туйăмĕ çине япăх витĕм кÿмест. Организм виçеллĕ юн çухалнине хăех шайлаштарать. Çулталăкра 5 хут таранах юн пама ирĕк пур, анчах та вĕсем хушши икĕ уйăх пулмалла. Юнăн калăпăшĕ депора – пĕверте, сулара, пыршăлăхра – вырнаçнă саппас юн шучĕпе майлашăнать.
Юн служби донорсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет: венăран юн илнĕ чухне пĕр хутчен çеç усă курмалли таса полимерлă тытăмсемпе çеç усă кураççĕ. Кашни юн памассерен донорсен сывлăхне тата юнне (тĕрлĕ венери, инфекци чирĕсенчен) тĕрĕслеççĕ.
Çăмăллăхсем
Тÿлевсĕр юн паракан донорсем компенсацие тивĕçеççĕ, унăн виçи Чăваш Енре 100 тенкĕпе танлашать. Сайра тĕл пулакан ушкăнти юна илме донора чĕнсе илсен, ăна 126 тенкĕрен тытăнса 560 тенкĕ таран хушма тÿлев параççĕ. Ку виçе, паллах, илнĕ юн калăпăшĕпе çыхăннă. Иммунлă донорсене вара 840 тенкĕ хушса тÿлеççĕ.
Раççей Федерацийĕн саккунĕпе юн паракансене хавхалантараççĕ.
10 статья. Донорсем тивĕçекен социаллă пулăшăвăн хушма мерисем.
Çулталăк хушши пулма пултаракан чи пысăк икĕ дозăпа танлашакан юн е унăн компоненчĕсене панă донора социаллă пулăшăвăн хушма мерисемпе тивĕçтереççĕ:
çулталăк хушши – хуть те мĕнле чирпе чирлесен те вăхăтлăх ĕçлейменнипе паракан пособие, ĕç стажне пăхмасăр, тулли ĕç укçи чухлĕ тÿлени;
çулталăк хушши – ĕç вырăнĕнчен е вĕренÿрен санаторипе курортсенче сипленме çăмăллăхлă путевкăсене чи малтан уйăрса пани.
11 статья. "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" паллăпа наградăланă çынсен социаллă пулăшăвăн мерисем.
Тÿлевсĕр 40 тата ытларах юн е 60 тата нумайрах плазма панисем "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" паллăна тивĕçеççĕ тата вĕсен çак ирĕксем пур:
патшалăхăн е муниципаллă сывлăх сыхлавĕнче черетсĕрех сипленме;
РФ Правительстви палăртнă йĕркепе çулсерен 6000 тенкĕ чухлĕ тÿлеве илме;
ĕç вырăнĕнчен е вĕренÿрен санаторипе курортсенче сипленме çăмăллăхлă путевкăсене чи малтан илме;
çулсерен паракан тÿлевлĕ отпуска хăйсене меллĕ вăхăтра кайма.
Ĕç кодексĕнчи 186 статья. Юн е унăн компоненчĕсене панă ĕçченсене паракан компенсаци е шантару:
юн панă кунра ĕçчене ĕçрен хăтараççĕ;
енчен те ĕçчен ĕç параканпа калаçса татăлнă тăрăх юн панă кунра ĕçлесен (йывăр тата сиенлĕ ĕçсене шута илмесен, енчен те çак кун ĕçченĕн ĕçе каймаллах-тăк) ăна унăн кăмăлĕпе тепĕр кану кунĕ параççĕ;
çулсерен паракан тÿлевлĕ отпуск вăхăтĕнче, канмалли е уяв кунĕсенче юн парсан ĕçчене унăн кăмăлне кура тепĕр кану кунĕ уйăраççĕ;
кашни юн памассерен ĕçчене хушма кану кунĕпе тивĕçтереççĕ. Палăртнă куна ĕçчен хăйĕн кăмăлĕпе çулсерен паракан тÿлевлĕ отпуск çумне хушма е ытти кунра усă курма пултарать.