14 октября 2009 г.
Чăваш Енре малашне çĕнĕ должноç пулĕ: Николай Федоров Президент Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй çинчен калакан Указа алă пуснă. Çакăн пирки Николай Васильевич иртнĕ эрне кун ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕнче пĕлтерчĕ. Уполномоченнăйăн право статусĕн тата тивĕçĕсен саккунĕн проектне пăхса тухма çитес вăхăтра Патшалăх Канашне сĕнĕç. Çĕнĕ должноçа йышăнакан пуçлăх ача-пăча прависене пăснă тĕслĕхсемпе, вĕсен интересĕсене хÿтĕлессипе, ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвĕ-асăрхаттарăвĕсемпе, ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ. Çавăн пекех республикăри влаç органĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕслĕ, опека тата попечитель органĕсемпе, çул çитмен ачасен комиссийĕсемпе тачă çыхăну тытĕ. Республика ертÿçи Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, Министрсен Кабинечĕн членĕсене, общественноç представителĕсене çак должноçа йышăнма тивĕçлĕ çыннăн кандидатурине пĕлтерме сĕннĕ.