14 октября 2009 г.
Чăвашстат ĕç укçипе çыхăннă кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 11153,6 тенкĕпе танлашнă. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,9 процент нумайрах. 2009 çулхи август уйăхĕнче вăтам шалу виçи 11356,2 тенкĕ пулнă – пĕлтĕрхи август уйăхĕнчи виçен 98,4 проценчĕ.
Кăçалхи сакăр уйăхра республикăри вăтам шайпа танлаштарсан чи пысăк ĕç укçи финанс ĕç-хĕлĕнче (1,9 хут нумайрах). Ял хуçалăхĕнче, сунар тытăмĕнче, çак енĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿрессинче шалу республикăри вăтам виçерен 37,4 процент пĕчĕкрех пулнă. Канупа киленĕç, культурăпа спорт, хăна çурчĕсемпе ресторансен ĕç-хĕлĕнче – 31,8-34,9 процент пĕчĕкрех.
Январь-август уйăхĕсенче пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ шутланман организацисен ĕçченĕсен чи пысăк шалăвĕ – Шупашкарта (республикăри вăтам виçерен 15,1 процент пысăкрах) пулнă, чи пĕчĕкки – Улатăр районĕнче (38,1 процент сахалрах).