14 октября 2009 г.
Çуллахи хĕвеллĕ кунсенче Атнар ялĕнче пурăнакан, нумай çул ялти шкулăн директорĕ пулса тăрăшнă Михаил Алексеевич Хураськинăн тата тепĕр кĕнеке "Процветай, земля Атнарская" ятпа кун çути курчĕ. Кĕнекен тиражĕ 500 экземпляр, информаци енчен пуян. Асăннă кĕнеке 228 страницăллă. Кĕнекере Атнар ял тăрăхне туллин сăнласа панă: пĕрремĕш страницăра атнарсен гимнĕ, унтан карта, малалла хальхи пурнăçпа танах 17-20 ĕмĕрсенчи лару-тăру пирки чарăнса тăнă, уйрăммăн паянхи ĕçченсемпе тата пирĕнпе пĕрле çук пултаруллă çынсем пирки те тĕплĕн çырса кăтартнă, аслă пĕлÿ илнисем пирки те асăннă, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕ, лесничество, медицина тата вĕрентÿ çинчен те палăртнă. Кĕнеке Шупашкар хулинчи уйрăм предпринимателĕн В.М.Савинкинăн типографийĕнче пичетленнĕ.
Аса илтеретпĕр, М.Хураськинăн малтанхи кĕнеки – "Атнарская средняя школа Красночетайского района" ятпа 2006 çулта район çыннисен аллине лекрĕ. Кĕнекере автор 1896-2006 çулсенчи шкул историне çутатса панăччĕ.
Кĕнеке атнарсемшĕн чăннипех пысăк мул тата паха парне вырăннех пуласса шанас килет.