14 октября 2009 г.
Ачасемпе хĕрхенÿсĕр, усаллăн хутшăнни вăл хĕнени çеç мар. Ку вăл – мăшкăллани, пусмăрлани. Çаксем ачан чунне амантаççĕ. Ачана вара юратмалла. Тĕрĕссипе, юратни çеç çителĕксĕр, ăна хисеплемелле, унра уйрăм çынна (личность) курмалла. Пепкене воспитани парас ĕç пĕр кунта пулмасть, ку вăрăма тăсăлакан процесс. Енчен те ачăр эсир мĕн кĕтнине пурнăçлаймасть-тăк, ан тарăхăр. Ку лару-тăрура мĕн тума пултарнине лăпкăн шутласа илĕр.
Ачаран чи-чи лайăххине ан тăвăр. Çын пур япалана та питĕ лайăх пĕлме пултараймасть. Ăслă та аслă ăрури çынсем те пурне те пĕлсе çитеймеççĕ. Нихăçан та çапла ан калăр: "Акă Маша 4 çултах вулама пĕлет, эсĕ вара;" Сирĕн ачăр вара хутран пăрахутсем аван тăвать. Апла пулсан ăна мухтăр, ыттисем тума пĕлнĕ ĕçшĕн ачăра ан ятлăр.
Саспах ачана ытти пепкесемпе ан танлаштарăр. Ют ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен каланине информаци евĕр çеç йышăнăр.
Хăратма чарăнăр. Хăвăр калаçуран яланлăхах çак сăмахсене кăларса пăрахăр: "Эпĕ сана çитĕнтертĕм, эсĕ вара...". Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, Уголовнăй кодексра çакăн пек калани хăратнине пĕлтерет. Ачасем çакна хирĕç çапла хуравлама пултараççĕ: "Эпĕ хама çуратма ыйтман".
Свидетельсенчен пăрăнăр. Енчен те ачăршăн питĕре хĕретме тивет-тĕк, сăмахран, лавккара тетте илсе паманшăн çухăрма пуçласан, ăна çын çук çĕре илсе каймалла, çирĕппĕн çапла тума юраманнине аса илтермелле.
Юратнине пĕлтерĕр
Ачапа калаçнă, вылянă чухне хăвăрăн кăмăл-туйăма кăларма ан вăтанăр. Сирĕн ачăр япăх пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен вăл пĕртен-пĕр Сирĕн. Ачана хăвăр юратнине пĕлтерме çак мелсемпе пулать.
Сăмах. Ачана çепĕç ятсемпе чĕнĕр, юмахсем каласа, сăпка юррисем юрласа парăр.
Тĕршĕнни. Хăш-пĕр чухне ачана алла йăтни те çителĕклĕ, ăна çÿçрен ачашлăр, чуп тăвăр, ытларах лăпкама тăрăшăр.
Пăхни. Ачапа калаçнă чухне çурăмпа ан тăрăр. Юнашарти пÿлĕмрен кăшкăрни те вырăнсăр. Ун çывăхне пырăр, куçран пăхса ăна мĕн кирлине ыйтăр.
Çак ансат правилăсене пăхăнсан ачăрпа сирĕн хушăри çыхăну тата çирĕпрех пулĕ. Ăнăçу сире!