14 октября 2009 г.
Вут-çулăм инкекне пĕрре тÿссе ирттерсен сыхăлăх çинчен пачах манмалла мар пек. Анчах... каллех пушар.
Туктамăшри Морозовсен хуçалăхĕнче кăçал çине-çинех вут-çулăм алхасрĕ. Октябрĕн 2-мĕшĕнче çеç кивĕ сарай çунса кайрĕ, утă-улăм кĕл пулчĕ. Октябрĕн 10-мĕшĕнче каçпа хуçалăхра каллех «хĕрлĕ автан» авăтса янă. Ку хутĕнче шлакпа бетонран хăпартнă 5 х 11 метр тăршшĕллĕ ампара çулăм ярса илнĕ – виçĕ тонна утă çунса кайнă. Экспертсем пĕр килте çине-çинех пушар тухни ахальтен мар теççĕ. Юлашки инкекĕ паллă мар çын вут тĕртнипе пулма пултарнине калаççĕ.
Пушар – шÿтлемелли япала мар. Çавăнпа хĕл умĕн граждансен кăмака мăрйисене, газ хатĕрĕсене, электропралуксене тĕплĕн тĕрĕслемелле, çитменлĕхсем пулсан вĕсене пĕтерессипе ĕçлемелле.
Кĕркунне çитнĕ май, пушар хурал ĕçченĕсем тата вырăнти ял тăрăхĕсен специалисчĕсем инкексене асăрхаттарас тĕлĕшпе «Кил-çурт» профилактика операцийĕпе килĕшÿллĕн, ялтан-яла çÿресе çынсем пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене палăртаççĕ. Çавăнпа граждансен тĕрĕслев пырасса кĕтсе лармалла мар, хутса ăшăтмалли тапхăра тивĕçлĕн хатĕрленмелле.