14 октября 2009 г.

Çĕн Атикасси вăтам шкулĕн физкультура учителĕ С.Н.Петрейкина ертсе пынипе вĕренекенсем спортра пысăк çитĕнÿсем туса пыраççĕ. Акă, 10 Б класри Владимир Ишмейкина илер. Вăл Çĕн Атикасси шкулне Штанаш ялĕнчен çÿрет. Çамрăк каччă спорта кăмăллать. Уйрăмах вăл çăмăл атлетика енĕпе пултаруллă. Çуран чупассипе районта пĕрре мар абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Нумай пулмасть çамрăк каччă Шупашкарта иртнĕ кĕрхи кроса хутшăнса, 2 километрлă дистанцире кĕрешсе темиçе теçетке спортсмен хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ял çамрăкĕшĕн ку пысăк çитĕнÿ. Район шайĕнче вара çăмăл атлетика енĕпе хальлĕхе ăна çитекенни çук-ха. Учительсен кунне халалланă эстафетăра та Владимир хастарлăх кăтартрĕ, пурне те хыçа хăварса командăна малти вырăна кăларчĕ.
– Эпĕ мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Ытларах çуран чупассине кăмăллатăп, секцине çÿретĕп. Штанаш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. И.И.Сатлайкин физкультура учителĕ спорт ăсталăхне алла илме нумай вĕрентрĕ. Халĕ Çĕн Атикасси шкулĕнче пултарулăха ÿстеретĕп. Шкул, район шайĕнчи чупусенчен пăрăнса юлмастăп. Тантăшсене, тус-юлташсене пируспа, эрех-сăрапа туслашиччен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спорт çулĕ çине тăма сĕнетĕп. Маншăн спорт вăл – сывлăх, сывлăх – пурнăç.