АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын сăмаххи уйăрса ячĕ

14 октября 2009 г.

Çулла тĕнче чĕрĕлсе, ешерсе, илемленсе каять. Ман шутпа, çут çанталăкăн çак вăхăчĕ питĕ "чĕрĕ". Пурте: ватти те, вĕтти те – кам ăçта, анчах та кашни çак асамлăхпа киленме васкать. Çамрăклăх вĕресе тăракан яшсемпе хĕрсем çак вăхăтра пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ.

Сашăпа Аня пĕр ялта ÿсрĕç. Çулла вĕсен чĕрисем пĕр-пĕрин патне туртăнма пуçларĕç. Ку акă мĕнле пуçланчĕ. Çуллахи шăрăх кун Аньăпа йăмăкĕ кунĕпех уйра утăпа аппаланчĕç. Кун каçа утти типсе çитрĕ, анчах çанталăкĕ ăмăрланма тытăнчĕ. Типнĕ утта йĕпетсе ярас мар тесе хăвăртрах машина çине тиеме тытăнчĕç. Юнашар лаптăкра ĕçлекенсем вĕсене пулăшма пычĕç. Вĕсем хушшинче шăпах Саша та пурччĕ. Çумăр çуса яриччен утта пуçтарса пĕтерчĕç. Хыççăн вара Сашăпа Аня чылайччен калаçса ларчĕç. Халиччен куçа-куçăн калаçса курманччĕ вĕсем. Çак кунтан пуçланса кайрĕ те вĕсен юратăвĕ. Аньăпа Саша тĕл пулсан вĕсен пичĕсем хĕвел пек çуталса ялкăшатчĕç, куçĕсем савăнăçлăн йăлкăшатчĕç. Хăшĕсем вĕсем çине савăнса пăхатчĕç, теприсем – ăмсанса. Уйрăмах каччă хĕршĕн тем тума та хатĕрри, йывăр вăхăтра, уявсенче пĕрле пулни, пĕр-пĕрне ăнланни ăмсанакансен чĕрисене ыраттарчĕ.

Туслашнăранпа темиçе уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Сашăпа Аньăн юратăвĕ вăйланса пычĕ. Калас пулать, хĕр хулара ĕçлетчĕ, каччă вара район центрĕнче. Канмалли кунсенче çеç вĕсем пĕрлеччĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин патне час-часах шăнкăравлатчĕç. Саша Аня патне "смс" çыратчĕ. Анчах та сасартăк Саша шăнкăравлама чарăнчĕ. Хĕре çак кулянтарчĕ. Вăл хăех савнийĕ патне шăнкăравларĕ.

– Алло, – сиввĕн хуравларĕ Саша.

– Саша, мĕнле пурăнатăн; – ыйтрĕ Аня.

– Кирлех-ши ку сана. Выляса çитереймерĕн-и; Манса кай мана, – терĕ те каччă телефона сÿнтерчĕ.

Аня нимĕн те ăнланаймарĕ. Мĕн пулнă Сашăна; Кăшт вăхăт иртсен вăл тантăшĕсем урлă Саша урăх хĕрпе çÿренине пĕлчĕ. Чунĕ тек яла туртмарĕ унăн. Сашăна вара чĕринчен ниепле те кăларса пăрахаймарĕ.

Пĕррехинче, канмалли кун, Аня тăван ялне кайса килме шут тытрĕ. Каçхине ялти клуба тухрĕ, тантăшĕпе курнăçрĕ. Вăл Аньăна интереслĕ хыпар пĕлтерчĕ. Сашăпа çÿрекен хĕр, Марина, Аня çинчен тем те пĕр калаçса çÿрет иккен. "Хулара унăн урăх каччă пур, сана вара вăл улталать çеç", – тесе каланă имĕш Сашăна. Тинех Саша мĕншĕн кÿреннине ăнланчĕ Аня. Нивушлĕ вĕсен юратăвĕ пĕтрĕ, сÿнсе ларчĕ;

Сашăна курманни 3-4 уйăх та иртрĕ. Аня халĕ те Сашăна манаймарĕ. Пĕррехинче Аня, хулана кайма тухнăскер, чарăнура Сашăна курчĕ. Калаçса кайрĕç. Маринăн суя сăмахĕ вĕсене уйăрса янине ăнланчĕ Саша. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те чăннине пĕлеççĕ. Анчах та мĕн пулĕ малашне; Çын сăмахне ĕненекенскере шанма пулать-ши;

Юлташсем, нихăçан та çын сăмаххине ан ĕненĕр. Юратнă çыннăрсене шанăр, çапла çеç йăнăш утăм тăвасран пăрăнма пултаратăр.

Нина Т.,

Уйпуç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика