17 октября 2009 г.
Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне уявланă чухне Мускаври Таганка районĕнче ял хуçалăх продукцийĕн суту-илÿ ярмăркки иртнĕ. Ăна тĕп хула правительствипе пĕрле РФ Президенчĕ çумĕнчи ЧР полномочиллĕ представительстви йĕркеленĕ.
Çулсерен иртекен ярмăрккăна пирĕн районтан Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнакан Сергей Андреевпа Вячеслав Сергеев, Мăн Этменти Эдуард Ярабаев хутшăннă. Мускав çыннисене вĕсем çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан, купăста, ыхра, пан улми, пыл сĕннĕ.