АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнава лекнĕ çемьесем тÿрленме шутламаççĕ-ха

17 октября 2009 г.

Иртнĕ эрнере район территорийĕнче черетлĕ Профилактика кунĕ пулчĕ. Райадминистраци ĕçченĕсем вырăнти участок уполномоченнăйĕсемпе, ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе йывăр çемьесене çитнĕ.

Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн директорĕ М.В.Глухова ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи С.-сен çемйине çитсе курнă. Аслисем килте пулман. Анчах виçĕ хĕрĕ кил-çурта тирпей-илем кĕртессипе, хуçалăхра йĕрке тăвассипе тăрăшса ĕçленĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе аташаççĕ-и тесе ыйтсан ачисем вĕсене хÿтĕлесе, паллах, йĕркеллĕ пурăннине пĕлтернĕ.

Ушкăн Шĕмшешри Ж. çемйине те çитсе курнă. Çамрăк хĕрарăм (икĕ ачаллăскер) тата унпа пĕрле пурăнакан арçын "çуттине" тутанма юратаççĕ имĕш. Çавăнпах çемьене йывăррисен шутне илнĕ. Кил-çуртра та йĕрке çук. Ачисене воспитани парассипе тивĕçлĕ ĕçлеменшĕн хĕрарăма темиçе хутчен те асăрхаттарнă. Анчах усси çукрах. Вăл эрех авăрĕнчен тухаймасть. Çав кун вĕсем патне "хăнасем" килессе сиснĕ-ши, никама та алăк уçса кĕртмен. Ку хутĕнче "хăтăлчĕç" тесе шутлăпăр. Анчах яланах пытанса юлаймăн.

Мăн Этмен ялĕнче, çĕрĕшсе аннă пĕчĕк пÿртре, кăçал Хватукассинчен куçса килнĕ пĕр çемье пурăнать. Вĕсен виçĕ çулхи пĕчĕк ача пур. Мăшăр эрехпе туслă иккен. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем паянхи кунччен те вĕсен хушаматне пĕлмеççĕ. Тĕрĕслевпе çитнĕ кун çемье килте пулман. Анчах ушкăн вĕсем мĕнле лару-тăрура пурăннине хуçалăха кĕрсе пăхса çÿренĕ. Кÿршĕсем те "Хватукасси хăнисем" куçса килнĕренпе хăйсене лайăх енчен кăтартманни пирки ÿпкелешсе каласа панă.

Райадминистрацин юрисчĕ В.И.Ярайкин ертсе пыракан ушкăн Тралькассинче пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В.Мурайкин ертсе пынипе Хăмарккари К.-сен çемйине çитнĕ.

Çамрăк хĕрарăм пĕчченех икĕ ача ÿстерет, чи кĕçĕнни çулталăк çурăра. Асăннă хĕрарăма эрех ĕçкеленĕшĕн учета тăратнă. Шел те, ушкăн кил хуçи хĕрарăмĕпе тĕл пулса калаçайман, вăл район центрне ĕçпе тухнă пулнă. Çак ялти Ч.-сем та хаяр шĕвеке юратаççĕ. Мăшăр тăватă ачана кун çути парнеленĕ. Аслисем çула çитнĕ, кĕçĕннисем Саланчăкри шкулта пĕлÿ илеççĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, çемьере лăпкăлăх çук, аслисем ĕçеççĕ. Çемье пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçнă, вăл урă пулнă, малашне йĕркеллĕ пурăнма сăмах панă.

Чăваш Республикин Финанс министерствин районти пайĕн начальникĕ А.С.Ейкова ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхне кĕрекен Тури Çĕрпÿкассине çитсе курнă. Яланхи пекех К. çемйинчи лару-тăрупа паллашнă. Ушкăн пынă кун çамрăк хĕрарăм килтех пулнă, хăй тÿрĕ çул çине тăнине каланă, виçĕ ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернине пĕлтернĕ. "Унăн сăмахне ĕненме йывăр, – тенĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ. – Мĕншĕн тесен тусĕсемпе тĕл пулсан арăмсем каллех ĕçке ярăнаççĕ". Ял çыннисем те çаксем ир урă, каç еннелле сулланса утнине каланă.

Ялсенче ĕçкĕç хĕрарăмсен йышĕ ÿссе пырать. Çавна пулах çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Уйрăмах амăшĕ ĕçнĕрен ачасем нушаланаççĕ, вĕсем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймаççĕ е пачах шкула çÿреме пăрахаççĕ. Вĕсене çывăх çыннин пулăшăвĕпе воспитанийĕ çитмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика