АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Банк уçăлчĕ

17 октября 2009 г.

Банк уçăлчĕ

Кăнтăр тĕлнелле район пуçлăхĕ А.И. Криков "Раççей ял хуçалăх банкĕн" Чăваш Енри филиалĕн хушма офисне районта уçнă çĕре хутшăнчĕ, банк уçăлнине палăртса хĕрлĕ хăю касрĕ. Александр Иванович савăнăçлă лару-тăрура çакăн пек банк уçăлни ял çыннисене пысăк çăмăллăх кÿрессине тата район пурнăçне малалла аталантарма çĕнĕ майсем пуррине палăртрĕ.

Паянхи «Раççей ял хуçалăх банкĕн» хушма офисĕ 23-мĕш номерлĕ аптека çурчĕ çумĕнче (вулакан валли ăнланмалларах çырсан çапла пулать – аптека çурчĕн çуррийĕнче) вырнаçрĕ. Малтан вĕсен икĕ ĕçченĕ райадминистрацин иккĕмĕш хутĕнче пĕр кабинетра кăна ларатчĕç, паян вĕсем саккăрăн.

Паянхи кунччен хушма хуçалăха аталантарма районти 403 çын кредитпа усă курнă, вĕсенчен ытларахăшĕ Хĕрлĕ Чутай, Ачкасси, Пантьăк, Атнар, Мăн Этмен тăрăхĕсенче пурăнать. Çÿлерех асăннă банкпа ял хуçалăх кооперативĕсенчен "Коминтерн", "Нива" тата "Путь Ильича", "Асамат" обществăсем ĕçлеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика