АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир çĕрпе мĕнле усă куратпăр

17 октября 2009 г.

Хальхи вăхăтра çĕршывра çĕр реформи пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – коллективсемпе уйрăм граждансене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата хушма хуçалăхсене, сад, пахча лартса чĕртекенсене, çурт-йĕр строительствине йĕркелекенсене тивĕçлĕ пулăшу парасси. Çакна палăртмалла: кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта вунă фермер хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсем пурĕ 157 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Кĕскен каласан, кашни хуçалăх пуçне 15,7 гектар çĕр лекет.

Çĕр реформи килти хушма хуçалăха аталантарма чылайах пулăшнине палăртса хăвармалла. Сăмах май, хушма хуçалăхсем 6788 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Сад ĕрчетекенсен çĕр лаптăкĕ – 17 гектарпа, пахча çимĕç ÿстерекенсен сакăр гектарпа танлашать.

Çĕрсене сыхласси, вĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесси – паянхи çивĕч ыйту. Эпир те çак тĕллевпе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Çапла вара район территорийĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсем сахаллансах пыраççĕ. Акă, отчетлă тапхăрта 115 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. 4968,63 гектар йышăнакан çĕрсемпе мĕнле усă курнине тишкертĕмĕр. Тĕпрен илсен, çĕрсемпе тĕрĕс мар усă курнă 43 тĕслĕх палăрчĕ. Çĕр саккунне 30 граждан пăсать иккен. Должноçри виçĕ çын ку енĕпе тĕрĕс мар ĕçлет.

Çакна та каласа хăварни кирлĕ. Паянхи кун тĕлне районти çĕр фончĕ 69156 гектарпа танлашать. Çав шутран ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 34719 гектар. Кун пек çĕрсем ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисен, фермер хуçалăхĕсен, хушма хуçалăхсен тата ытти те. Çавăн пекех, паллă ĕнтĕ, районта 70 ял. Çапла вара ял тăрăхĕсен çĕрĕсем 6294 гектарпа танлашаççĕ. Çав шута тĕрлĕ çурт-йĕр тата çулсем йышăннă лаптăксем те кĕреççĕ.

Районти вăрман фончĕ 27075 гектар йышăнать. Хĕрлĕ Чутай вăрман лесничествин çĕрĕсем 25932 гектар. Кунпа пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсен – 1090, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен – 31, çавăн пекех шыв фончĕн çĕрĕсем 22 гектар. 24344 гектар лаптăка вăрмансем йышăнаççĕ.

Юлашкинчен çакна каламалла. Эпир çапах та çĕрпе пĕлсе тата туллин усă кураймаспăр-ха. Çакна хыт-хура ашкăрса ларакан лаптăксем сахал марри лайăх çирĕплетсе парать. Чăнах та, иртнĕ çул ку таранччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнине лайăх утăм теме пулать. Анчах та çакă паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтереймест.

Уйрăм çын хăйне тивĕçекен çĕр пайĕ пулнине ĕнентерекен свидетельство илес тапхăр кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Ку ĕç йывăррăн пынине шута илсе ăна икĕ çуллăха тăсма йышăнчĕç. Мĕншĕн тесен ялсенче çĕр пайĕсем илекенсен йышĕ питĕ пĕчĕк. Çĕр пайĕсем – аслă ăрури çынсен. Вĕсенчен нумайăшĕ паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çавна май çĕр ыйтăвĕпе ачисен ĕçлемелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика