АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх тĕнчи – ачасен куçĕпе

17 октября 2009 г.

Гражданла оборона уйăхлăхне халалласа районта "Эпир хăрушсăрлăх тĕнчишĕн" ятпа ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса районти 13 вĕрентÿ учрежденийĕнчен пурĕ 82 ĕç тăратнă. Конкурсăн тĕллевĕсем анлă пулнине палăртмалла, вĕсем: ачасене хăйсен тата общество пурнăçĕшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси, чрезвычайлă лару-тăрура пĕр-пĕрне пулăшмалли хăнăхусене аталантарасси тата ытти те. Çавна май хăйĕн ÿкерчĕкĕнче кашни ача хăрушсăрлăх тĕнчине еплерех курнине, сыхă пулас тесен мĕн тумаллине, хăйсене тĕрлĕ лару-тăрура мĕнле тытмаллине, чрезвычайлă лару-тăрура пулăшакан службăсене сăнарлама тăрăшнă.

Конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем те паллă ĕнтĕ. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнче çаксем палăрнă: пĕрремĕш вырăна Денис Мидаков тата Никита Чамжайкин ("Хĕвел" ача сачĕ) тухнă, иккĕмĕш – Альберт Чубайкин ("Хĕвел"), виççĕмĕшсем – Влада Яблокова ("Пилеш" ача сачĕ) тата Дина Мидакова ("Хĕвел"). 7-10 çулхисем хушшинче Иван Казынкин (Пантьăкри пуçламăш шкул-ача сачĕ) пĕрремĕш пулнă, Александр Хорайкин (Питĕркасси вăтам шкулĕ) – иккĕмĕш, Евгений Хохлов (Питĕркасси) тата Евгений Артюшкин (Пантьăк) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

11-13 çулхисенчен пĕрремĕш вырăна Юлия Инжебейкина (Шулю шкулĕ) тухнă, Александр Яковлев (Çĕн Атикасси шкулĕ) иккĕмĕш пулнă, виççĕмĕшне Вероника Кудряшова (Шулю) тивĕçнĕ. 14-15 тата 16-17 çулхи ачасен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăна кăна палăртнă, çĕнтерÿçĕ ятне Анна Иванова (Атнар шкулĕ) тата Кристина Михуткина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика