АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачасем!» рейд иртрĕ

17 октября 2009 г.

«Ачасем!» рейд иртрĕ

Çул çине тухсан тимлĕхе çухатмалла мар. Асăрханусăрлăх хакла ларма пултарать. Ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсем хытах шухăшлаттараççĕ. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхра район территорийĕнче ачасемпе çыхăннă виçĕ аварие регистрациленĕ, вĕсенче тăватă ача суранланнă. Çул-йĕр инкекĕсем пурте ачасен айăпĕпе пулнă.

Чăваш Республикинче, çавăн пекех районта та ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен ыйтăвĕ çивĕч тăнăран, октябрĕн 13-мĕшĕнче 13-17 сехетсенче республикипех «Ачасем!» рейд ирттерме йышăннă. Тĕллевĕ – çамрăк ăрăвăн пурнăçне упрасси, сыхăлăха ÿстересси. Операци тапхăрĕнче ГИБДД ĕçченĕсем транспорт ытларах çÿрекен автоçулсем çинче, халăх çул урлă йышлă каçса çÿрекен вырăнсенче, уйрăмах шкул çывăхĕнче пулса йĕркелĕх турĕç, çынсене асăрханулăх çинчен манмалла маррине ăнлантарчĕç. Çав тапхăрта ГИБДД инспекторĕсем çул-йĕре пăснă 14 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенчен 3-шĕнче водительсем пĕчĕк ачасене ятарлă ларкăчсăр турттарнă, хăвăртлăх режимне 4-ăн ÿстернĕ, çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçма палăртнă вырăнта пĕр водитель йĕркене пăснă, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курман пĕр тĕслĕх тата ытти те. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 200 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штрафланă.

Çул çине тухсан водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕх пирки манас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика