АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хамах» камитпе – халăх умне

17 октября 2009 г.

Ял тăрăхĕсенчи Культура çурчĕсен ĕçченĕсем тата сценăна кăмăллакансем, ЧР Президенчĕн «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» Указне пурнăçласа, хамăр ентешсене, Чăваш драма артисчĕсене – И.Садовниковапа Н.Булаткина халалланă «Асамлă чаршав» фестивале активлă хутшăнаççĕ. Октябрĕн 13-мĕшĕнче тралькассисем Культура çурчĕн заведующийĕ Т.Офишкина йĕркеленипе Степан Апаш çырнă «Хамах» камитпе халăх умне тухнă. Вырăнти артистсем – Лидăпа Венера Романовсем (Хăмаркка) А.Аликов (Культура çурчĕн ĕçченĕ), О.Воронова (Турхан) пĕр предприяти пуçлăхĕн, Подшляпинăн, килти пĕр кунри пурнăçне çутатса панă. «Хамах тем те тума пултаратăп», – тесе мухтанаканскер ĕç тĕлне пĕлменнине кăтартнă. Тĕпелте пиçсе кайсан, пульницăна лексен çеç пуçтах пуçлăх арăмĕн ĕçне хисеплемеллине, кил-çурта тытса тăма çăмăл маррине ăнланса илет.

Камит çынсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса пурăнмаллине вĕрентнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика