21 октября 2009 г.

Педагогсем шкулта вĕренекенсене обществăлла ĕçсене яланах хутшăнтараççĕ. Хальхи вăхăтра вĕренекенсем шкул территорийĕ тавра тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ, чечек клумбисене тасатса çитес çул валли йĕркелесе хăвараççĕ, усă курмалли çĕр лаптăкĕсене касаççĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмпех технологи урокĕсене ертсе пыракан учительсем йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшма, ун пуянлăхне упрама хăнăхтарассишĕн, ĕçе вĕрентессишĕн тимлеççĕ.
Иртнĕ эрнере кĕркуннехи çанталăк хăйĕн ырлăхĕпе, ăшшипе самаях савăнтарчĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем шкул участокĕнче тăрăшса ĕçлерĕç. Çитес çуркунне кунта тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем ешерĕç, тавралăха илем кĕртĕç.
Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ çут çанталăка упрасси, илем кĕртесси.